Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Ядринмолоко» уçă акционер обществин çĕнĕ производство ӗҫ-хӗлӗпе паллашнӑ.
«Ядринмолоко» уçă акционерлă обществăра сĕте ярса тултармалли çĕнĕ Раççей линине хута янă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çулçӳревре Етĕрне тăрăхĕнче пулнă май, çĕнетнĕ производство тата ĕçченсемпе çамрăксем валли йĕркеленĕ условисене хак панă.
«Пирĕн тĕп тĕллев - республикăри кашни муниципалитетра пурнăç кирлӗ пек шайра пултӑр, çамрăксем хăйсен малашлăхне Чăваш Енпе çыхăнтарччăр. Вӗсене аталанма хӑтлӑ условисе йӗркеленмелле. Кун пек предприяти аталанса пынине пулăшса эпир пĕр харăсах икĕ тĕллеве татса паратпăр. Паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан предприяти çемьесене тăнăçлă тупăшпа тивĕçтерет, кунта пулас специалистсем ӳсеççĕ, хăй вара тăван тăрăха аталантарас ĕçре шанчăклă партнер пулса тăрать», - тесе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ.
Çĕнĕ лини талăкне 100 тонна таран сĕте тирпейлесе кӑларма май парать. Завод 1,4 литр калăпăшлă меллĕ савăтра тавар кăларма пуçланă. Сĕтĕн çак калăпăшĕ паянхи кун суту-илӳçсен хушшинче пысăк вырӑн йышӑнать, ӑна халӑх хапӑл тусай йышӑнать. 2026 çулта кăна производствӑна ҫӗнетсе улӑштарма 170 миллион тенкĕ тӑкаклнӑ. Ку 2021 çултанпа предприятире улттăмĕш пысăк модернизаци проекчĕ. Хальхи вăхăтри технологи никĕсĕ завода суту-илӳ рынокĕнче хăвăртрах хăнăхма тата туянакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерме пулăшать.
Çакăн пек инвестици тăкакĕсене бизнеса республика Правительстви саплаштарма витӗм кӳрет.
«Патшалăх пулăшăвне тӗпе хурса регионти апат-çимĕç промышленноçĕн предприятийĕсем хăвăрт аталанаççĕ. Эпир çулсерен предприятисене пулăшу паратпӑр - технологи оборудованине, çавăн пекех сĕте тирпейлеме туяннă тăкаксен 30% таран саплаштаратпăр. Кăçал уçă акционерлă обществăна çак 2 ен валли 62,2 миллион тенкĕлĕх субсиди уйăрса панă. Патшалăх пулăшăвĕн çак мерисем, предприяти хăйĕн инвестицисемпе пĕрле, апат-çимĕç хăрушсăрлăхне çирĕплетессине тӳрреммĕнех витĕм кӳреççĕ», - тесе палăртнă Чăваш Енĕн Ял хуçалăхĕн министрĕ, «Раççей ялĕ» парти проекчĕн координаторĕ Андрей Макушев.
Паян заводра 450 çын тӑрӑшать, производство хăвачĕ вара талăкне 450 тонна таран сĕте тирпейлеме май парать. «Наша Корова» маркăпа кунта 100 ытла тĕрлĕ таварсем калӑплаҫҫӗ, вĕсене Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенче, Мускавра тата Санкт-Петербургра халӑх хапӑл тусах йышӑнать.
Производство ӳссе пыма пăрахас мар тесен, Олег Николаев хушăвĕпе республикăра кадрсене хатĕрлессин пĕр чарăнми тытăмне йĕркелесе пыраççĕ. Çапла майпа çамрăксем кирлĕ профессие илме тата тăван тăрăхрах ĕçлесе пурăнма пултараççĕ.
