Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Денис Мантуров Чăваш Енри пысӑк производствӑсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ

Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Денис Мантуров Чăваш Енри  пысӑк производствӑсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ

Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Денис Мантуров ĕçлĕ çул çӳревпе Чăваш Республикинче пулнӑ. Республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле вăл регионти промышленноç предприятийĕсен ĕçĕпе паллашнӑ.

Юлашки пилĕк çулта Чăваш Енри промышленноç тăнăçлă ӳсĕм кăтартать, вăл вăтам Раççей кăтартăвĕсенчен иртсе пырать. Лайăх динамика сыхланса юлать: кăçал тăхăр уйăхра регионти тирпейлекен секторти производствăн индексĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 107% танлашнă.

Шупашкарти вăй агрегатсен завочĕнче (ЧЗСА) делегаци импорта улăштарассипе тата производствăна вырăнта йĕркелессипе çыхăннă пысăк проектсене мĕнле пурнăçа кĕртсе пынине хакланӑ. Насос оборудованийĕ валли, дизель двигателĕсем валли, çӳреме пултаракан системăсем валли тата ятарлă техникăн пайĕсем валли OEM-компонентсем кăларакан предприяти 2021 çултанпа «СИЛАНТ» брендпа склад тата коммуналлă техника та туса кăларать.

Предприятинче урапаллă (вилкăллă) погрузчиксен производствине йĕркелемелли инвестици проектне пурнăçа кĕртеççĕ. Сăмах  кунта Раççейре малтан пачах тенĕ пек кăларман машинсем пирки пырать: 5 тоннӑран пуçласа йăтма пултаракан йывăр дизель моделĕсем тата 3,5 тонна таран йăтма пултаракан электричествăлла моделĕсем. Ун пек техникăна промышленноçра, логистикăра, строительствăра тата пысăк склад комплексĕсенче  хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ. Кăларма палăртнă калăпăш çулталăкра 4 пин машин таран пулĕ. Проект пурнăçа кĕнĕ хыççăн 360 ĕç вырăнĕ, çав шутра 154 пысăк производствăллă вырăн, йĕркеленĕ.

Производствӑна официаллă майпа чӳк уйăхĕн вĕçĕнче ĕçе кĕртме палăртнă. Хальхи вăхăтра предприятире çĕнĕ çыпăçтару-пуçтару корпусне туса пĕтерсе пыраççĕ. Проекта пурнăçлама 1 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă, çав укçан çуррине патшалăхăн «Промышленноç ипотеки» программипе илнĕ. СИЛАНТ йывăр сериллĕ погрузчиксен проектне пурнăçламалли пĕлтерĕшлĕ мел - пилĕк çуллăх ятарлă инвестици контракчĕ (СПИК 1.0), вăл налук çăмăллăхĕсем тата ĕç-хĕл условийĕсен тăнăçлăхĕпе тивĕçтерет.

Çул çӳрев вăхăтĕнче Денис Мантуров «ЭКРА» НПП ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашнӑ - вăл энергетикăшăн электротехника оборудованийĕн отечествăлла рынокĕнчи флагмансенчен пĕри. Пĕтĕм циклпа ĕçлекен предприяти иккĕмĕш шайри коммутацин ăслă системисене: реле хӳтĕлевĕн микропроцессорлă хатĕрĕсене, аварирен сыхлакан автоматика тата мĕнпур класс хăватлă подстанцисемпе электростанцисем валли автоматизаци системисене тăвать. Çавăн пекех предприятие 80 МВт таран хăватлă электродвигателĕсем валли электроэнерги пухмалли системăсене тата улшăнуллă хăватлă преобразовательсен системисене шутласа кăларса тăвать. Денис Мантуров пайсене пухса вырнаçтармалли лаптăка пăхса çаврăннӑ. Компани импорта улăштарассипе çыхăннă питĕ кирлĕ инфратытӑм ыйтăвĕсене татса пама тата Раççей Федерацийĕн технологи суверенитетне çирĕплетме пулăшать. ТЭК, металлурги тата транспорт отраслĕн лидерĕсем вӗсем.

Чăваш Республикин промышленноç потенциалне малалла ӳстерес, производствăсене пулăшас тата çĕнĕ инвестици программисене пурнăçа кĕртес ыйтусем Денис Мантуровпа Олег Николаевăн ĕçлĕ тĕл пулăвĕн тĕп теми пулса тăнӑ.

Индустри комплексне çĕнетес ĕçре федераци пулăшăвĕ пысăк витĕм кӳнине палăртнă калаҫу вӑхӑтӗнче. Сăмахран, Промышленноç аталанăвĕн фончĕ 2016 çултанпа Чăваш Республикинче 11 проекта укçа-тенкĕ уйăрнă, çăмăллăхлă займ мелĕпе 5,7 миллиард тенкĕ ытла панă. Çак пуçарусене пурнăçлама хывнă пĕтĕмĕшле инвестици калăпăшĕ 17 миллиард тенкĕрен иртнĕ.

 «Паян эпир Чăваш Республикин тĕрлĕ отрасльте ĕçлекен тирпейлекен промышленноç предприятийĕсенче пултăмăр. Эпĕ çакна палăртса калама пултаратăп: эпир сирĕнпе юлашки çулсенче пĕрле пулăшмалли механизмсене ахаль туман, вĕсем ҫитӗнӳсемпе палӑраҫҫӗ: предприятисем таварсем кăларассине ӳстереççĕ, производствăна анлăлатаççĕ тата çĕнĕ хăватсем тума инвестици хываççĕ. Статистика та тирпейлекен промышленноç ӳснине çирĕплетет, эпир ку туртăм сыхланса юласса шанатпăр», - палăртнă Денис Мантуров.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Денис Мантурова пулăшнăшăн тав тунă. «Эсир 2020 çулта килсе кайнă хыççăн эпир Раççей Минпромторгĕн департаменчĕсемпе çывăх диалог йĕркелерĕмĕр. Çакна пула республикăн промышленноç политикин никĕсне хывма май килчĕ: 10 промышленноç кластерĕ, ултă индустри площадки, уйрăм технопарксем туса хучĕç. Çакă пурте пĕрле промышленноçăн тăнăçлă ӳсĕмне тивĕçтерчĕ. Юлашки çулсенчи пухăнса пыракан промышленноç производствин индексĕ 80% иртсе кайрĕ. Сăмахран, пĕлтĕр вăл 20% - промышленноç производствин индексĕпе, 22% - тирпейлекен промышленноç индексĕпе палӑрчӗ. 2024 çултанпа пирĕн экономика хамăрăн тăкакран ытларах налук кăларма пуçларĕ. Демографи тата социаллă сфери ыйтăвĕсене çирĕппĕн татса пама хамăрăн ресурссем пулса тăчĕç», - тенӗ Олег Николаев.

Олег Николаев республика аталанăвĕн технологи стратегине хатĕрлесси пирки те пĕлтернĕ. Кадрсене хатĕрлес тата ăслăлăх компетенцийĕсене аталантарас енĕпе хушма майсене федераци шайĕнче çирĕплетнĕ аслă шкулсен хушшинчи кампус уçса парĕ.

Пĕрремĕш вице-премьер Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе регионти демографи аталанăвĕн ыйтăвĕсене те сӳтсе явнă. Республика икĕ предприятийĕнче раштавăн 1-мĕшĕнчен корпоративлă демографи стандарчĕн пилотлă программине ĕçе кĕртесси пирки калаçса татăлнă. Малашне ку практикăна ытти промышленноç площадкисенче те сарма палăртаççĕ.



09 ноября 2026
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter