Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Сирӗн ӗҫӗр – право йӗркин шанчӑклӑ тӗревӗ, республи­кӑ­ра пурӑнакансен пуласлӑхӗн ҫирӗп никӗсӗ кӑна мар, ҫавӑн пекех хӑюлӑхпа принциплӑхӑн тата тивӗҫе парӑнса тӑнин паха тӗслӗхӗ те.

Сирӗн хастарлӑхӑрпа тӑрӑшулӑхӑра пула Чӑваш Енре преступленилӗх шайӗ – Федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пӗчӗкки. Раҫҫейри чи хӑрушсӑр регионсен рейтингӗнче республика тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑнать.

Кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра республикӑра преступленилӗх шайӗ 18,2 процент чакнӑ, киревсӗр ӗҫсене пӗтӗмӗшле уҫса парасси вара 60,6 процента ҫитнӗ, ҫакӑ Раҫҫйри вӑтам кӑтартуран та пы­сӑкрах. Ҫав хушӑрах чи хӑрушӑ преступленисен чылай тӗсне уҫса парасси 100 процентпа танлашнӑ. Ку – ҫирӗн кулленхи канӑҫсӑр та паттӑрла ӗҫӗр кӑтартӑвӗ.

Эсир хастарлӑн ӗҫе кӗртекен цифра комплексӗсемпе искусствӑлла интеллект технологийӗсем тӗпчевсен тухӑҫлӑхне витӗмлӗн ӳстереҫҫӗ. Вӗсем преступлени тума пултар­нисене хӑвӑрт тупса палӑртма, кӑткӑс ӗҫсене уҫса пама, йӗркене пӑсасран асӑрхаттарма пулӑшаҫҫӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех эсир ку чухнехи хӑрушлӑхсемпе те ӑнӑҫлӑ кӗрешетӗр: ҫынсене киберултавран хӳтӗлетӗр, наркотиксемпе сутӑ тума чаратӑр, саккунсӑр миграцие хирӗҫ тӑратӑр.

Ҫитӗнекен ӑрупа ҫыхӑннӑ сирӗн ӗҫӗр-хӗлӗр уйрӑмах хисепе тивӗҫ. Тӗлпулусенче тата профилактика тӗллевӗпе ирттерекен занятисенче эсир ачасене саккун ҫинчен каласа паратӑр, тӑвакан ӗҫсемшӗн яваплӑ пулма вӗрентетӗр. Пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасемпе уйрӑмах тимлӗн те ӑшпиллӗн ӗҫлетӗр, вӗсене тӗрӗс ҫул суйласа илме пу­лӑшатӑр.

Сире тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата присягӑна парӑнса тӑнӑ­шӑн тав тӑватӑп! Ведомство ветеранӗсене хӑйсен ӗҫтешӗсене парса хӑварнӑ пуян опытшӑн тата тивӗҫлипе сыхланса упранакан йӑла-йӗр­кешӗн тайма пуҫ. Сирӗн ҫемйӗрсене чунтан тав тӑватӑп: вӗсен юратӑвӗ, вӗҫӗмсӗр чӑтӑмлӑхӗпе тӑрӑшулӑхӗ – сирӗншӗн тӗп хӳтлӗх тата шанчӑклӑ тыл.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, чунпа хӑватлӑ пулма, тӑнӑҫлӑх тата ырлӑх сунатӑп. Тӑван Чӑваш Енпе пӗтӗм Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем!

Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗ                            Олег Николаев



10 ноября 2026
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter