Чӑваш Енре преступленилӗх шайӗ – Атӑлҫи федераци округӗнче чи пӗчӗкки: Олег Николаев Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсене наградӑсем парса чысланӑ
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллӑ пулӑма хутшӑннӑ, мероприятине пухӑннисене уяв ячӗпе саламланӑ, яваплӑха туйса, республикӑра пурӑнакансемшӗн хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ. «Сирӗн ӗҫӗр – право йӗркин шанчӑклӑ тӗревӗ, республикӑра пурӑнакансен пуласлӑхӗн ҫирӗп никӗсӗ кӑна мар, ҫавӑн пекех хӑюлӑхпа принциплӑхӑн тата тивӗҫе парӑнса тӑнин паха тӗслӗхӗ те. Сирӗн хастарлӑхӑрпа тӑрӑшулӑхӑра пула Чӑваш Енре преступленилӗх шайӗ – Федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пӗчӗкки. Кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра республикӑра преступленилӗх шайӗ чакнӑ, киревсӗр ӗҫсене пӗтӗмӗшле уҫса парасси вара утмӑл пӗр процента ҫитнӗ, ҫакӑ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран та пысӑкрах. Ҫав хушӑрах чи хӑрушӑ преступленисен чылай тӗсне уҫса парасси ҫӗр процентпа танлашнӑ. Ку – сирӗн кулленхи канӑҫсӑр та паттӑрла ӗҫӗр кӑтартӑвӗ», – тенӗ вӑл.
Чӑваш Республикин Правительствипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине кура, ҫитӗнӳсем пурри те куҫ кӗретех. Иртнӗ ҫулта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ тата Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерстви ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарассипе килӗшӳсем те ҫирӗплетнӗ.
Ҫитӗнекен ӑрупа ҫыхӑннӑ ӗҫсем пысӑк тимлӗхре. Тӗлпулусенче тата профилактика тӗллевӗпе ирттерекен занятисенче ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрлӗ саккунсемпе тӑтӑшах паллаштараҫҫӗ, кирек епле тӑвакан ӗҫсемшӗн яваплӑ яланах пулма вӗрентни те ҫакнах ҫирӗплетет. Пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасемпе уйрӑмах тимлӗн те ӑшпиллӗн ӗҫлеҫҫӗ ведомство ӗҫченӗсем. Вӗсене тӗрӗс ҫул суйласа илме ятарлӑ специалистсем витӗм кӳреҫҫӗ. Кулленхи ӗҫе кӗртекен цифра комплексӗсемпе искусствӑлла интеллект технологийӗсем тӗпчевсен тухӑҫлӑхне витӗмлӗн ӳстереҫҫӗ. Вӗсем преступлени тума пултаракансене хӑвӑрт тупса палӑртма, кӑткӑс ӗҫсене уҫса пама, йӗркене пӑсасран асӑрхаттарма пулӑшаҫҫӗ. Час-часах пӑтӑрмахсене кӗрсе ӳкнӗ ҫынсене киберултавран хӳтӗлеҫҫӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ паллӑ уява пухӑннисене ҫирӗп сывлӑх, чунпа хӑватлӑ пулма, тӑнӑҫлӑх тата ырлӑх суннӑ. Тӑван Чӑваш Енпе пӗтӗм Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе палӑрма чӗнсе каланӑ, хисепе тивӗҫнисене наградӑсемпе чысланӑ.
Ӗҫтешсене мероприятире ҫавӑн пекех Шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Кондрашов саламланӑ, хӑш-пӗр ҫитӗнӳсем пирки чарӑнса тӑнӑ, пуласлӑхри тӗллевсемпе паллаштарнӑ.
Уява пухӑннисене Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов тата ытти сумлӑ хӑнасем те саламланӑ.
