Чӑваш Республикинче 2027 ҫула Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтересси ҫинчен калакан Указа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ
Паян, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче 2027 ҫула Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтересси ҫинчен калакан 161 №-лӗ Указа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ӑслӑлӑх, ӑслӑлӑхпа техника тата инноваци ӗҫ-хӗлне аталантарассине хавхалантарас, Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн тӗллевӗсене татса парас ӗҫри ӑслӑлӑхпа технологисен пӗлтерӗшне ӳстерес тӗллевпе ҫапла й ы ш ӑ ннӑ.
Чӑваш Республикин Правительствине 2027 ҫулта Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкне ирттерес енӗпе ӗҫлекен йӗркелӳ комитетне туса хума тата унӑн йышне ҫирӗплетме, Чӑваш Республикинче 2027 ҫулта Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкне ирттермелли тӗп мероприятисен планне туса хатӗрлеме тата ҫирӗплетме хушнӑ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене, йӗркелӳ-право тата харпӑрлӑх формисене пӑхмасӑр организацисене Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ шайӗнче ирттерекен мероприятисене хастарлӑн хутшӑнма, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ шайӗнче ирттерекен мероприятисене тӑтӑшах ҫутатса тӑма сӗннӗ.
