Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Экономистсен кунĕ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ экономистсем тата экономика отраслӗн ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе саламлатӑп!
Ҫирӗппӗн аталанакан экономика ҫӗршыв ырлӑхӗн никӗсӗ тата унта пурӑнакан ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатмалли тӗп вӑй пулса тӑрать. Бюджет шайлашулӑхӗ, социаллӑ программӑсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласси тата регионӑн инвестици илӗртӳлӗхӗ сирӗн ӗҫӗрпе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ.
Ку чухнехи йывӑрлӑхсем сире тытӑмлӑ улшӑнусене васкавлӑн туса ирттерме хистеҫҫӗ. Санкцисемпе пусарнӑ вӑхӑтра регионӑн экономика хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫирӗплӗхне тивӗҫтерсе эсир темле йывӑр тӗллеве те ӑнӑҫлӑ татса паратӑр: лару-тӑрӑва хӑвӑрт хакласа кирлӗ йышӑнусем тӑватӑр, прогнозсемпе плансене тӗрӗс те тӗплӗ туса хатӗрлетӗр, интеграцин ҫӗнӗ ҫулӗсене шыратӑр.
Юлашки ҫулсенче Чӑваш Ен экономики ҫӗнӗ вӑйпа пахалӑхлӑн аталанса пычӗ. Промышленноҫ секторӗпе ял хуҫалӑхӗ продукци туса кӑларас тӗлӗшпе лайӑх та кал-кал ӳсӗм кӑтартаҫҫӗ. Вак суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ, инвестици хывасси тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр туса хута ярасси ӳссе пырать. Тулашри суту-илӳ ҫыхӑнӑвӗсем палӑрмаллах ҫирӗпленеҫҫӗ. Ҫаксене пурне те хӑюллӑнах ӳсӗм вырӑнӗсем теме пулать.
Виҫӗ пине яхӑн пайӑр проектран тӑракан Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи комплекслӑ программи хастарлӑн пурнӑҫланать. Вӑл пирӗн мал енне утмалли пӗрлехи план. Ӑна пурнӑҫлама эпир регионӑн инвестици илӗртӳлӗхне тӗллевлӗн вӑйлатса пыратпӑр.
Ҫак ӗҫ хӑйӗн тухӑҫлӑхне кӳрет те ӗнтӗ. Чӑваш Ен экономики ӳсӗмӗн пысӑк хӑвӑртлӑхӗсене кӑтартать. 2026 ҫулхи кӑрлач–авӑн уйӑхӗсенче промышленноҫ производствин индексӗ 107 процента ҫитрӗ, ҫакӑ республикӑна Федерацин Атӑлҫи округӗнче виҫҫӗмӗш, Раҫҫейре вун ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑнма май пачӗ. Тирпейлекен отрасльсенче те кӑтарту 107 процентпа танлашрӗ. Ҫакӑ Федерацин Атӑлҫи округӗнче виҫҫӗмӗш тата ҫӗршывӗпе вун иккӗмӗш вырӑн. Тиесе ӑсатнӑ продукци калӑпӑшӗ 11,2 процента ҫити ӳсрӗ тата 582 миллиард тенкӗрен иртрӗ. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ бюдждечӗн хӑйӗн тупӑшӗсем 1,5 хут ӳссе 91,9 миллиард тенке ҫитрӗҫ.
Ҫак статистика даннӑйӗсемпе макроэкономика кӑтартӑвӗсене сирӗн калама та ҫук пысӑк ӗҫӗре пула тума май килчӗ. Пирӗн граждансен кулленхи пурнӑҫри ырлӑхӗ, мӗн пур шайри бюджетсен ҫирӗплӗхӗ тата, юлашкинчен, тӑван Чӑваш Енӗн кал-кал аталанӑвӗ шӑпах сирӗн пӗлӗвӗрпе ӑсталӑхӑртан, пуҫарулӑхӑртан тата ӗҫе чунтан парӑннинчен килеҫҫӗ.
Пысӑк тав сире ӗҫӗршӗн! Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх, иксӗлми вӑй-хал тата тӑван республикӑпа пӗтӗм Раҫҫей ырлӑхӗшӗн малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
