Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.  Ку хутӗнче ун патне йышӑнӑва  Элӗк, Йӗпреҫ, Ҫӗмӗрле тата Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ, хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусем пирки пӗлтернӗ. Ҫынсене  инфратытӑм  ыйтӑвӗсем ытларах кӑсӑклантарнӑ: ҫулсене юсасси, шыв юхмалли сетьсем, фельдшерпа акушер пункчӗ тӑвасси тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул территорине тирпей-илем кӗртесси ыйтусем  канӑҫсӗрлетнӗ.  

Элӗк тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ ялти вулавӑшра тӗп библиотекарь пулса тӑрӑшакан Алина Андреева ялта фельдшерпа акушер пункчӗ тума  пулмасть-ши тесе ыйтупа тухнӑ.  Ялсенче халӑх самай пуррине хыпарланӑ вӑл.   2024 ҫултанпа ҫак ялсенче пурӑнакансене Юнтапари врач амбулаторийӗ ҫумне медицина пулӑшӑвӗ пама ҫирӗплетнӗ.  Вӗсен ялӗнче  пурӑнакансемшӗн, сӑмахран, ватӑ ҫынсемпе ачаллӑ ҫемьесемшӗн ку питех меллӗ маррине пӗлтернӗ вӑл.

2027 ҫулхи бюджетра  объекта хӑпартма укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Йӗпреҫ округӗнчи К.Е. Евлампьев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул воспитательне Татьяна Крыловӑна регион пӗлтерӗшлӗ «Аниш» автоҫул участокӗ япӑх пулни пӑшӑрхантарнӑ.  М-12 хӑвӑртлӑхлӑ автомагистраль тунӑ хыҫҫӑн ӑна ҫаплах юсаса ҫӗнетеймен. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев асӑннӑ ҫул лаптӑкне 2027-2028 ҫулсем валли юсама палӑртнине каланӑ.

 «Проекта хатӗрлесе ҫитерсен, эпир пӗр тӑхтамасӑр ӗҫе тытӑнӑпӑр. Планпа килӗшӳллӗн ку объекта ҫитес ҫулта тума пуҫламалла», – тенӗ вӑл.

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче пурӑнакан Юлия Гавриловӑна шыв ыйтӑвӗ канӑҫсӗрлетнӗ.

Регион Ертӳҫи кун пирки ыйтӑва пӗлнине асӑннӑ, хальхи вӑхӑтра ыйтӑва татса парас тата ҫынсене пулӑшас тесе мӗн пур мера йышӑннине каланӑ.

Олег Николаев Чӑваш Ен Строительство министерствине Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен ҫак  йывӑрлӑха  татса пама 2027 ҫулта патшалӑх экспертизине лайӑх тунӑ хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ уйӑрас ыйтӑва пӑхса тухма хушнӑ.

 «Ҫитес ҫулта ыйтӑва татса пама тӑрӑшатпӑр ӗнтӗ, ҫав шутра шывпа тивӗҫтермелли альтернативлӑ вариантсем те пӑхса тухӑпӑр», – тенӗ Пуҫлӑх.

Шкул юсаса ҫӗнетнӗшӗн, ачасене вӗренме хӑтлӑ условисем туса панӑшӑн республика ертӳлӗхне ырланӑ, сӑмах май объект  таврашӗнче тирпей-илем кӗртме май ҫук-ши тесе ыйтнӑ, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче пурӑнакан Ирина Никифорова  регион Пуҫлӑхӗнчен.  

Олег Николаев  пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ пракан шкул территорине тирпей-илем кӗртме 2027 ҫул валли палӑртнине каланӑ. Ҫул-йӗр тӑвас тата юсас, пӗчӗк архитектура формисем лартас,  спорт тренажерӗсем тата та ытти ӗҫсене  йӗркелесе ирттерме плана кӗртнине  пӗлтернӗ.

 



16 ноября 2026
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter