Чӑваш Енре «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» сасси тивӗҫлӗн янӑранине палӑртнӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев
Шупашкарта «Пӗрремӗшсен премийӗ» ҫӗнтерӳҫисене хаваслӑ лару-тӑрура чысланӑ. Ку проект Чӑваш Енре кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртет. Ӑна пула чи лайӑх ача-пӑча тата ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсем общество ӗҫне тивӗҫтереҫҫӗ. Кӑҫал 1400 ытла заявка килсе ҫитнӗ. Финал шкул ачисене, шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене, студентсене, наставниксене, «Пӗрремӗшсен юхӑмӗсем» партнёрсене — ачасене хастар граждан позицине йӗркелеме пулӑшакансене пурне те — пӗрлештернӗ.
Йӗркелӳҫӗсем Трактор тӑвакансен культура керменӗнче кӑсӑклӑ та тухӑҫлӑ программа хатӗрленӗ. Хутшӑнакансем тата хӑнасем тӗрлӗ проекта пурнӑҫа кӗртнин кӑтартӑвӗсемпе паллашнӑ. Арт-объектсем патне мероприятине пухӑннисем пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Кашни хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки хыпарлама пултарнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев интерактивлӑ лапамсене ҫитсе курнӑ, ачасен пуҫарӑвӗсене курса хакланӑ, вӗсен ӗҫӗ республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса хастарсемпе уҫҫӑн канашланӑ.
«Эсир пуласлӑха йӗркелетӗр те пире, аслисене, республикӑна лайӑхрах тума пулӑшатӑр. Чӑваш Енре «Пӗрремӗшсем» сасӑ тивӗҫлӗ янӑрани, сирӗн проектсем федераци шайӗнче палӑрни маншӑн уйрӑмах паха. Эпир яланах малта пулма ӑнтӑлакансен йӑли-йӗркине пӗрле малалла тӑснине ҫирӗплетни ку. Пирӗн ентеш Андриян Николаев космонавт уҫлӑха виҫӗ хутчен вӗҫни те ыттисемшӗн тӗслӗхре. Паянхи кун та эпир ҫак йӑлана — пуҫаруллӑ, хӑюллӑ, ырӑ ӗҫсенче тата ҫӗнӗ пуҫарусенче чи малта пыракансене витӗм кӳме тӑрӑшатпӑр. Республика Правительствипе муниципалитетсен ертӳлӗхӗсем ӳлӗмрен те сирӗн хӑвӑра аталантарма кирлӗ мӗнпур условисене йӗркелесе пыма пулӑшӗҫ. Паянхи пулӑм савӑнмалли сӑлтав кӑна мар, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалану ҫӑл куҫӗ пулса тӑтӑр», — тесе палӑртнӑ республика ертӳҫи финалистсене саламланӑ май.
Олег Николаев социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме тата «Пӗрремӗшсем» юхӑмӗн пулӑшуҫисене-кураторсене, специалистсене тата республикӑри тӗрлӗ муниципалитетсенчен килнӗ хастарсене Тав ҫырӑвӗсем парса хавхалантарнӑ.
