Шупашкарта «Пĕрлĕхре - вăй» ятлă Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен форумĕ уçăлнӑ

Шупашкарта «Пĕрлĕхре - вăй» ятлă Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен форумĕ уçăлнӑ

Шупашкарта «Пĕрлĕхре - вăй» ятлă Пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен форумĕ уçăлнӑ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев  Раççейри 26 регионтан тата чикĕ леш енчен килнĕ делегатсене сумлӑн кĕтсе илнӗ.

«Чăваш Енре тĕрлĕ наци çыннисем пурăнаççĕ, Правительство кашни чĕлхене республикăра тан шайра янăратма майсем туса парать. Вĕрентӳре эпир грамматикăна тарӑн тимлӗх уйӑрма мар,  ачасене тăван чĕлхене ăнланма тата ăна пурнăçра ирĕклĕн усă курма вĕрентесси çине, пусăм турăмăр. Ачасене уроксенче кăна мар, урăхла та илĕртме пулать. Тĕп вырăнта - чĕрĕ культура хутлăхĕ, унта йăла-йĕркене хисеплеме шкул ачисем хăйсемех театр студисемпе калаçу клубĕсем урлă пулăшаççĕ. Шансах тăратăп, форумри шухăшсем ятарлӑ вĕрентӳ практикисемпе проектсене куçĕç, вĕрентекенсемпе ăсчахсен уçă калаçăвĕ вара ӳсекен ăрăва тăван сăмах патне тата ытларах туртăнма хавхалантарĕ», - тесе каланӑ регион Ертӳçи.

Ку вĕрентекенсен масштаблă тĕлпулăвĕ республикăшăн йăлана кĕнĕ, кăçал вăл тĕнче шайне тухнӑ. Раççейри ĕçтешсем патне Беларуç, Казахстан тата Китай специалисчĕсем хутшăннӑ. Икĕ кун хушшинче хутшăнакансем чĕлхе пĕлĕвĕн тĕрлĕ енне: çемьере тăван чĕлхе пулнинчен пуçласа искусственнăй интеллектпа усă курса вĕрентекен онлайн-платформăсем туса хурасси таран, сӳтсе явĕç. Çĕнĕ методика йышăнăвĕсем тума Чăваш Ене федерацин чи паллă ăсчахĕсемпе экспертсем те килсе ҫитнӗ.

Раççей Федерацийĕнчи халӑхсен тăван чĕлхесен федераци институчĕн ертӳçи Эсет Бокова чăваш чĕлхипе культурине аталантарма пысăк тӳпе хывакансене пурне те тав тунӑ.  Вӑл каланӑ тӑрӑх, чăваш чĕлхине çĕршыври тĕрлĕ регионта пурӑнакан 120 пин ытла çын вĕренет.

Видеосаламлă çырура Раççей Федерацийĕнчи Тăван чĕлхесен тата  халӑх культурисен центрĕн тĕп эксперчĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор Сономбал Содномов чĕлхе нумай енлĕхне çĕршыв ресурсĕ тесе палăртнӑ. Вăл ăслăлăхпа методика пулăшăвĕн, педагогсене хатĕрлессин тата цифра технологийĕсене нумай культура вĕрентĕвĕн аталанăвĕнче ĕçе кĕртессин пĕлтерĕшне палăртнӑ.

Чăваш Енре тăван чĕлхесене 2 пине яхăн вĕрентекен вĕрентет, чăваш чĕлхине вара шкул ачисенчен 70% ытла вĕренет.

Шкулсене грантпа пулăшнипе тата вĕрентекенсене хавхалантарнипе пĕрлех республикăра вĕрентӳпе методика никĕсне пысăк калăпăшпа çĕнетсе пыраççĕ. Маларах «Чăваш чĕлхи» вĕрентӳпе методика комплексĕн авторĕсем Раççей Правительствин вĕрентӳри премийĕн лауреачĕсем пулса тăнă. Хальхи вăхăтра ятарлă ĕç ушкăнĕ чăваш чĕлхипе литератури пособийĕсен ярăмне çĕнĕрен кăларма хатĕрлет. Материалсене хальхи вĕрентӳ стандарчĕсемпе килĕшӳллĕн кĕртеççĕ. Сĕнни ачасемшĕн çăмăлрах та илĕртӳллĕрех пулĕ, пособие электронлă версисем, интерактивлă ĕçсем тата цифра ресурсĕсемпе çыхăнтарни пулĕ.



19 ноября 2026
17:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter