Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш патшалӑх филармонийӗн ушкӑнне 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ
Чӑваш патшалӑх филармонийӗ 90 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тунӑ. Паллӑ пулӑма пухӑннисене саламлама Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев килсе ҫитнӗ.
Раҫҫейри концерт программисене йӗркелесе пыракан чи сумлӑ организацисенчен пӗри тесен те йӑнӑшах мар пулӗ. Унӑн историйӗ 1936 ҫулта авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫланнӑ. Ун чухне унӑн директорӗ пулма Иосиф Вениаминович Люблин - паллӑ пианиста, композитора - шаннӑ, унӑн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Паянхи пурнӑҫ таппинче филармони ултӑ пултарулӑх ушкӑнне пӗр чӑмӑра пухать. Палӑртса хӑвармалла, вӑл республикӑри чи пысӑк организаци тесен те йӑнӑшмӑпӑр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пултарулӑх коллективне тата сцена ветеранӗсене юбилей ячӗпе саламланӑ. Вӑл артистсене чунтан парӑнса, хӑйсене шанса панӑ ӗҫе пурнӑҫланӑшӑн мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ. Пултарулӑха куракансем яланах пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Регион ертӳҫи ӑсталӑх шайӗ тӑхӑр теҫетке ҫул хушши ҫӳллӗ шайра тытӑнса тӑнине палӑртнӑ.
90 ҫул хушшинче Чӑваш филармонийӗнче ӑрусемпе сцена лапамӗсем, афишӑсемпе илемлӗх пайӗ самай улшӑнса пынӑ. Ялан ҫӗннине шырас, куракансене валли кӑсӑклӑ та илемлӗ программӑпа савӑнтарасси тӗп тӗллевсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Ҫакна пула эпир юлашки ҫулсенче республикӑра кӑна мар, ҫӗршывӗпех ҫынсен чӗрисене парӑнтаракан кӑсӑклӑ та пысӑк калӑпӑшлӑ проектсене куратпӑр, хамӑра мӑнаҫлӑх туйӑмӗпе тултаратпӑр. Хальхи ӑрӑва артистсене нумай ҫул хушши пыракан йӑла-йӗркене ҫирӗп тытса пыма, хамӑрӑн пуян эткерлӗхпе ҫӗнӗлле усӑ курма тата хӑюллӑ утӑмсемпе малалла кайма, ҫӗнни патне ӑнтӑлма сунатӑп«, - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Олег Николаев филармони ӗҫченӗсене патшалӑх наградисем панӑ, чи лайӑх ӗҫлекенсене Тав ҫырӑвӗсем парса хавхалантарнӑ.
90 ҫул тултарнӑ ятпа филармонире тӑрӑшакансене, пултарулӑх ушкӑнне Чӑваш Республикин культура министрӗн ҫумӗ Андрей Попов саламланӑ. Вӑл ҫак цифра хыҫҫӑн пин-пин концерт, ҫӗр-ҫӗр ят тата академи тата эстрада искусствине юратса курнӑ куракансен ӑрӑвӗсем тӑнине палӑртнӑ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗ - вӑй-хал тата хавхалану вырӑнӗ, унта кураканпа искусство чӗлхипе калаҫма пӗлеҫҫӗ. Кунта классикӑпа хальхи саманана килӗшӳллӗ пӗрлештереҫҫӗ, наци йӑли-йӗрки ҫине типтерлӗн пӑхаҫҫӗ, ҫавна май хӑюллӑ экспериментсем тӑваҫҫӗ. Тавах сире ҫӗннине вӗҫӗмсӗр шыранӑшӑн, пирӗн пурнӑҫа ҫутӑрах тунӑшӑн. Ҫак сцена ҫинче яланах творчествӑн хӑйне евӗр атмосфери хуҫалантӑр, филармони вара Чӑваш Республикин кӗвӗ пурнӑҫӗн чӗри яланах пултӑр«, - тесе палӑртнӑ Андрей Попов.
Хӑйсен ҫуралнӑ кунӗнче филармони артисчӗсем юбилейлӑ уяв программи хатӗрленӗ, куракансене савӑнӑҫлӑ концерт парнеленӗ.
