Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн налук органӗсен ӗҫченӗсен кунӗпе саламлани
Хисеплӗ налук органӗсен ӗçченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗ – Раҫҫей Федерацийӗн налук органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ – ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Эсир ӗçлекен служба вӑл – Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин финанс ҫирӗплӗхӗпе экономика хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ. Мӗн пур шайри бюджета укçа-тенкӗ мӗн чухлӗ кӗресси тӳрремӗн сирӗн компетентлӑхӑртан, принциплӑхӑртан тата эсир саккуна мӗн таран ҫирӗп пӑхӑннинчен килет.
10 уйӑхра Чӑваш Енри налук органӗсем 240 миллиард тенкӗ ытла налук тата тӳлев пухнӑ, ку пӗлтӗрхи шайран 1,3 хут пысӑкрах. Ҫав хушӑрах ҫуррине яхӑн – 86,8 миллиард тенкӗ – республикӑн пӗрлештернӗ бюджетне кӗнӗ. Кунта кӗрекен укҫан тӗп пайӗ вӑл –тупӑш илнине хуракан налук – 47,4% – тата уйрӑм ҫынсен тупӑшне хуракан налук – 31,5. Шӑпах ҫак укҫа-тенкӗ ҫулсемпе социаллӑ объектсем тума, инфратытӑма аталантарма, ҫавӑн пекех ҫемьесене, аслӑ ӑрӑва тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшмалли чи кирлӗ программӑсене пурнӑҫа кӗртме май парать.
Паян налук органӗсем – хальхи вӑхӑтпа килӗшӳллӗн, кал-кал аталанакан тытӑм. Налук тӳлекенсемпе электронлӑ майпа ҫыхӑнса ӗҫлессине аталантарас енӗпе тӑвакан ӗҫӗр уйрӑмах пысӑк хисепе тивӗҫ. ФНС сервисӗсем чылай ыйтӑва дистанци мелӗпе татса пама пулӑшаҫҫӗ – деклараци хатӗрлесе парассинчен пуҫласа шутлавсене уҫӑмлатасси таранах. Ҫакӑн пек майпа ытларах та ытларах ҫын усӑ курать – налук органӗсен çуртне харпӑр хӑй килсе ҫӳрекенсен шучӗ чакать, вӑхӑт перекетленет, ӗçлӗ хутсен процедури ансатланать. Ҫакӑ уйрӑмах пӗчӗк бизнесшӑн тата хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсемшӗн пӗлтерӗшлӗ. Пурнӑçа кӗмелли улшӑнусем çинчен малтанах систерекен пӗлтерӳсене, автоматла шутлавсене тата онлайн-консультацисене ӗçе кӗртни граждансемпе предпринимательсене хӑйсен обязательствисемпе усӑ курма пултаракан ҫӑмӑллӑхсем ҫинчен ҫыру е шӑнкӑрав кӗтмесӗрех вӑхӑтра пӗлме пулӑшать. Пулӑшусене цифра анлӑхне куҫарни административлӑ тиеве чакарать, налук тытӑмне чӑннипех те меллӗрех тӑвать.
Сирӗнте палӑракан пысӑк профессионализм, яваплӑх тата ӗҫе парӑнни малашне те пирӗн тӑван ҫӗр-шыв аталанӑвӗн шанчӑклӑ никӗсӗ пуласса шанатӑп.
Сире чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, ҫемьесенче ырлӑх-сывлӑх, Чӑваш Ен тата Пӗтӗм Раҫҫей ырлӑхӗшӗн яваплӑ ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуçлӑхӗ Олег Николаев
