Шупашкарта М.Д. Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне пӗтӗмлетнӗ
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче Пӗтӗм тӗнчери М.Д. Михайлов ячӗллӗ XXXVI опера фестивалӗ пӗтӗмлетӳ концерчӗ пулнӑ. 6 эрнелӗхе яхӑн тӑсӑлнӑ марафонӗн финалӗ Раҫҫейӗн Наци филармони оркестрӗн гала-концерчӗ СССР халӑх артисчӗ Владимир Спиваков тата Раҫҫей халӑх артистки Хибла Герзмава ертсе пынипе иртнӗ.
Шупашкар халӑхне «Эпӗ сана юрататӑп, пурнӑҫ» проектпа паллаштарнӑ. Ӑна Константин Ваншенкин сӑввипе ҫырнӑ Эдуард Колмановскин юррине кӗвӗленӗ. Ҫак программӑна чи малтан куракансем Абхазире тата Раҫҫейри 14 хулара курнӑ ӗнтӗ. Программӑна 1940–1980-мӗш ҫулсенчи ҫар тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑта асра тытса ҫырнӑ паллӑ произведенисем кӗнӗ, вӗсен хушшинче «Журавли», «Нежность» тата «Эх, дороги». Ҫавӑн пекех Петр Чайковский, Дмитрий Шостакович симфони классикӗ, Арам Хачатурян тата «Экипаж», «Первый эшелон», «Метель» кинофильмсенчи музыка янӑранӑ. Давид Тухманов композитор Владимир Харитоновӑн сӑмахӗсемпе хатӗрленӗ «Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрӑпа концерта вӗҫленӗ. Ӑна шӑрантарнӑ вӑхӑтра пӗтӗм зал тӑнӑ.
Культура мероприятине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та ҫитсе курнӑ. «11 манӑҫми фестиваль каҫӗ хыҫа юлчӗ. Юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Ен пысӑк кӗвӗ-ҫемӗпе савӑнса пурӑнчӗ, опера сценин паллӑ ӑстисене кӗтсе илчӗ», - тесе палӑртса каланӑ республика Ертӳҫи хӑйӗн ум сӑмахӗнче. «Я люблю тебя, жизнь!» программа сумлӑ симфонилле янӑравлӑ юрӑри нумай ӑру пӗлекен, юратнӑ юрӑсене пӗрлештерчӗ. Чӗрене пырса тивекен кӗвӗ чи хаклӑ асаилӳсем патне илсе ҫитерет, тӗрлӗ ӑру ҫыннисене пӗрлештерет. Ҫакӑн пек каҫсенче искусствӑн вӑйӗ мӗн тери пысӑк пулнине тата вӑл пирӗн халӑх чунӗпе мӗн тери тарӑн ҫыхӑннине уйрӑмах ҫивӗч туятӑн. Паллӑ юрӑҫсемпе композиторсене, оркестр музыканчӗсене тата ҫак уява пире парнелекенсене пурне те чӗререн тав тӑватӑп», - тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.
Фестиваль кӑтартӑвӗсене яланхи пекех ҫӗршыври ытти регионтан чӗннӗ солистсемпе дирижерсем хутшӑннӑ. М.Д. Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне ҫулсерен курма килес текенсен йышӗ ӳссех пырать. Театра иртнӗ ҫулхи пекех 5,6 пине яхӑн ҫын килсе курнӑ, кӑҫалхи сезонра та тулли зал пулнӑ.
