Олег Николаев Чӑваш Енрен 105-мӗш гуманитари пулӑшӑвне ӑсатнӑ ҫӗре хутшӑннӑ
Ҫар госпиталӗнче пулнӑ паттӑрсем валли ҫирӗм тонна гуманитари пулӑшӑвӗ Чӑваш Енре пухнӑ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 105-мӗш гуманитари тиевне ӑсатнӑ. Паллӑ пулӑма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.
«Ку хӑйне евӗр тиев. Вӑл пирӗн паттӑрсене суранланнӑ хыҫҫӑн хӑвӑртрах сывалма, строя таврӑнма пулӑшӗ. Ҫак тӗллевшӗн пӗрлешнӗ ҫынсене пурне те чунтан тав тӑватӑп. Вӑхӑтра пулӑшу ҫитсе ачасен сывлӑхне ҫирӗплетесси пирки иккӗленместӗп. Пирӗн пӗрлехи ӗҫ Ҫӗнтерӗве ҫывхартма витӗм кӳрет», – тесе палӑртнӑ регион Ертӳҫи.
Ку вӑл ҫар госпитальне 23-мӗш адреслӑ ӑсату. Виҫӗ ҫул хушшинче сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансем 68 тонна груз тата виҫӗ пин ытла индивидуаллӑ парне-пакет янӑ. Республика Пуҫлӑхӗ хушнипе Чӑваш Ен Правительстви пулӑшу пӗр чӑрмавсӑр илсе ҫитерессине тивӗҫтерет. Чӳк уйӑхӗнче кӑна регионтан темиҫе гуманитари колонни ҫула тухнӑ.
Хальхинче йӗркелӳҫӗсем Чӑваш Ен аталану фончӗ «Пĕрле», «Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗ» тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн хӗрарӑм юхӑмӗ» пулнӑ. Ку вара уйрӑмах Амӑшӗн кунӗ умӗн паллӑ пулать. Пухӑва республикӑри хӗрарӑм канашӗсем, предприятисемпе организацисем, больницӑсем, шкулсем, ача сачӗсем, вулавӑшсем тата округсенче пурӑнакансем хутшӑннӑ.
Госпитале дизель генераторӗсене, хутса ӑшӑтмаллисене, электричествӑпа ӑшӑтмаллисене тата маскировка сеткисене ӑсатнӑ. Ҫавӑн пекех ӗҫмелли шыв, апат-ҫимӗҫ тата ытти те.
Пулӑшӑвӑн уйрӑм пайне Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсен аллипе хатӗрленӗ: боецсем валли килти печени пӗҫернӗ, ӑшӑ утиялсемпе минтерсем, ачасен ӳкерчӗкӗсене тата тав сӑмахӗсене ҫырнӑ ҫырусене кӗртнӗ.
«Ку гуманитари тиевӗнче эпир боецсене ҫыру урлӑ амӑшӗн ӑшшин пӗр пайне те пулин пама тӑрӑшрӑмӑр. Вӑл ачасемшӗн сиплӗхлӗ пулса тӑрасса шанатӑп», – палӑртнӑ «Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗ» общество организацийӗн председателӗ Наталья Николаева.
Чӑваш Енри ҫар ҫыннисен ячӗпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Алексей Башмаков аслӑ лейтенант тав тунӑ. Пулӑшусем ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне калама ҫук пысӑк хавхалану туйӑмне парнеленине асӑннӑ.
