Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Олег Николаев республикӑра пурӑнакансемпе тӳрӗ лини мелӗпе уҫӑ калаҫу ирттерӗ

Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Олег Николаев республикӑра пурӑнакансемпе тӳрӗ лини мелӗпе уҫӑ калаҫу ирттерӗ

Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Олег Николаев республикӑра пурӑнакансемпе тӳрӗ лини ирттерӗ. Вӑл – 16.00 сехетре пуҫланӗ.

Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче регион Ертӳҫи ҫысем телефонпа шӑнкӑравласа тухнисен ыйтӑвӗсене хуравлӗ, Патшалӑх пулӑшӑвӗсен портал урлӑ тата социаллӑ сетьсенчен кӗнӗ граждансен ыйтӑвӗсене те пысӑк тимлӗх уйӑрӗ.

Ыйтусене  малтанах Госуслуг портал урлӑ ярса пама е тата «ВКонтакте» каналта  «Чӑваш Республики» сообществинче анонс ҫумне комментари ҫырма тата  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн аккаунчӗсенче «ВКонтакте», «Одноклассник», MAX-ра хӑварма пулать.

Тӳрӗ лини кунӗнче трансляци чатӗнче пӗлтерӳ ҫырмалла е 8 (8352) 565-100 телефонпа шӑнкӑравлама юрӗ.

Тӳрӗ лини «Россия 24» эфирта, Чӑваш Енӗн наци телекуравӗнче, Наци радиовӗнче, «Чӑваш Республики» пӗрлӗхре, «ВКонтактра», «Наши новости» каналра, MAX-ра транслировани пулӗ. Текст трансляцийӗ – «Чӑвашинформ» информаци агентствин тата «Хыпар» хаҫатӑн ресурсӗсем ҫинче вырнаҫӑнӗ.



26 ноября 2026
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter