Гимн

И.Тукташ сăмахĕсем
Г. Лебедев кĕвви

Чăваш Республикин патшалăх гимнĕн чăвашла тексчĕ сăнарсен виçĕ ушкăнне тĕпе хурать:

çут çанталăк вăранса чĕрĕлни; тăвансем, атте, анне, ачисем – çемье ушкăнĕ;
мĕн пуртăван "чăваш тĕнчинче" – Чăваш Республикинче – пĕрлешни, çураçни.

Гимн кĕввипе сăмахĕсем чăваш халăх юррине питĕ çывăх, анчах вĕсен çĕнĕ янăравĕпе пĕлтерĕшĕ те пур.

Чăвашла текст

ТĂВАН ÇĔРШЫВ

 

Музыки Г.Лебедеван
Савви И.Тукташан

 Çурхи тĕнче вăраннă чух:
Хаваслă кун шăраннă чух,
Чун савăнать, чĕре сикет,
Çĕршывăм çинчен юрлас килет.

Хушса юрламалли:
Тăван çĕршыв,
Тăван çĕршыв,
Асран кайми
Юратнă çĕршыв,
Тăван çĕршыв,
Тăван çĕршыв,
Мухтав сана,
Çуралнă çĕршыв!

Яшсем-хĕрсем вылянă чух,
Атте-анне ăс панă чух,
Чун савăнать, чĕре сикет,
Татах та нумай пурнас килет.

Хушса юрламалли:
Тăвансемпе пĕрлешнĕ чух,
Чăваш тĕнчи çĕкленнĕ чух,
Чун савăнать, чĕре сикет,
Татах та хастар пулас килет.

Хушса юрламалли:

Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter