Чăваш республикин конституцийĕ

 

ЧӐВАШ РEСПУБЛИКИН КОНСТИТУЦИЙӖ

 

 

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ

2000 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче

йышӑннӑ

 

 

(Чӑваш Республикин 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 5 №-лӗ,

2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ, 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн

18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ, 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 47 №-лӗ,

 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 27 №-лӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн

13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ, 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 37 №-лӗ,

2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи 53 №-лӗ, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн

6-мӗшӗнчи 3 №-лӗ, 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 47 №-лӗ,

2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи 34 №-лӗ, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 
19-мӗшӗнчи 25 №-лӗ, 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 11 №-лӗ 
саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ)

 

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ,

чӑваш халӑхӗн нумай ӗмӗрхи историне хисепленине палӑртса,

Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан халӑхсен харпӑр уйрӑмлӑхӗсене упраса,

Чӑваш Республикине Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗ шутне хурса,

Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен кун-ҫулӗ пӗрлӗхлӗ пулнине ӑнланса,

Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗпе ӑнӑҫлӑ аталанӑвӗшӗн тӑрӑшса,

этем прависемпе ирӗклӗхӗсене, ҫынсем хушшинчи тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳлӗхе ҫирӗплетсе,

халӑхсен тан правӑлӑхӗпе харпӑр хӑй ирӗклӗхӗн пурте йышӑннӑ принципӗсене тӗпе хурса,

халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑха туйса,

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН КОНСТИТУЦИНЕ йышӑнать.

 

1 сыпӑк.  ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН КОНСТИТУЦИ ЙӖРКИН НИКӖСӖСЕМ

 

1 статья

1. Чӑваш Республики – Чӑваш ен Раҫҫей Федерацине кӗрекен республика пулса тӑрать.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 
37 №-лӗсаккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2. "Чӑваш Республики" тата "Чӑваш ен" тенин пӗлтерӗшӗ пӗрех.

 

2 статья

Этем, унӑн прависемпе ирӗклӗхӗсем нимрен те паха. Тӗнчери правӑн пурте йышӑннӑ принципӗсемпе тата нормисемпе, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе тата Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинче этемӗн, гражданинӑн прависемпе ирӗклӗхӗсене йышӑнаҫҫӗ тата хӳтӗлеҫҫӗ.

 

3 статья

1. Чӑваш Республикинче влаҫа халӑх тытса тӑрать.

2. Халӑх хӑйӗн влаҫне тӳррӗнех, ҫавӑн пекех патшалӑх влаҫӗн органӗсем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем урлӑ пурнӑҫласа пырать. Халӑх влаҫне тӳррӗн палӑртмалли аслӑ мелсем вӗсем – референдум тата ирӗклӗ суйлав.

3. Чӑваш Республикинчи патшалӑх влаҫӗн органӗсем граждансене патшалӑх ӗҫӗсене тытса пымалли правӑсене пурнӑҫлама тӳррӗнех е хӑйсен представителӗсем урлӑ майсем туса параҫҫӗ, ҫав шутра Чӑваш Республикин патшалӑх вла­ҫӗн органӗсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавӗсене вӑхӑт­ра палӑртас тата ҫав суйлавсене тивӗҫлӗ вӑхӑтра ирттерес ӗҫе саккунпа ҫи­рӗплетеҫҫӗ.

(3-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 3 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

4. Чӑваш Республикинчи патшалӑх влаҫӗ ҫак принципсем ҫинче ты­тӑнса тӑрать:

1) Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх тата территори пӗр пӗтӗмлӗхӗ;

2) Раҫҫей Федерацийӗн суверенитечӗ унӑн пӗтӗм территорийӗнче вӑйра тӑни;

3) Чӑваш Республикин территорийӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ, федераци саккунӗсем нимрен аслӑ пулни;

4) патшалӑх влаҫӗн органӗсене йӗркеленӗ чухне тата ӑна пур­нӑҫа кӗртнӗ чухне право нимрен аслӑ пулни;

5) пӗр пӗтӗм патшалӑх влаҫӗ саккун кӑларакан влаҫа, ӗҫ тӑвакан влаҫа тата суд влаҫне пайланни, вӗсен полномочийӗсене ҫураҫуллӑ шайлаштарма, мӗн пур полномочисем е вӗсен пысӑкрах пайӗ патша­лӑх влаҫӗн пӗр органӗ е должноҫри пӗр ҫын аллине пухӑнасран сыхланма ҫав виҫӗ власть хӑйӗн ӗҫне килӗштерсе пыни;

6) Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе, федераци саккунӗсемпе ҫураҫуллӑн Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем хушшинче вӗсем татса паракан ыйтусене тата вӗсен полномочийӗсене уйӑрни;

7) Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем хӑйсене тивӗҫ полномочисене харпӑр хӑй тӗллӗн пурнӑҫласа пыни;

8) вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем хӑйсене тивӗҫ полномочисене харпӑр хӑй тӗллӗн пурнӑҫласа пыни;

9) (9-мӗш ҫум пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ. – Чӑваш Республикин 
2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунӗ);

10) республикӑн патшалӑх влаҫӗн саккун кӑларакан (представительлӗ) органне - Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне суйлани;

11) патшалӑх, унӑн органӗсемпе должноҫри ҫыннисем саккунпа килӗшӳллӗн яваплӑ пулни.

5. Чӑваш Республикинче патшалӑх влаҫне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ, судсем пурнӑҫласа тӑраҫҫӗ.

(5-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ)
.

6. Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен полномочийӗ­се­не Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ, федераци саккунӗсем, Чӑ­ваш Республикин Конституцийӗ, Чӑваш Республикин саккунӗсем ҫирӗп­ле­теҫҫӗ, вӗсене улӑштарас пулсан, федерацин ҫӗнӗ саккунӗсене йышӑн­са, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине тивӗҫлӗ тӳрлетӳсем кӗртмелле е унӑн положенийӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухмалла, Чӑваш Республикин ҫӗнӗ Конституцине тата Чӑваш Республикин ҫӗнӗ саккунӗсене йышӑн­малла е вӑйра тӑракан асӑннӑ актсене тивӗҫлӗ улшӑнусемпе хушӑм­сем кӗртмелле.

7. Власть полномочийӗсене саккунсӑр кирек мӗнле майпа ярса ил­нӗшӗн федераци саккунӗ тӑрӑх айӑплаҫҫӗ.

(7-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ)
.

 

4 статья

Чӑваш Республикинче уйрӑм харпӑрлӑха, патшалӑх харпӑр­лӑх­не, муниципаллӑ е ытти тӗрлӗ харпӑрлӑха, экономикӑри ӗҫ-хӗл ирӗк­лӗхне, таварсем, пулӑшу ӗҫӗсем тата укҫа-тенкӗ ирӗклӗ куҫса тӑнине пӗр танах йышӑнаҫҫӗ тата хӳтӗлеҫҫӗ, ӗҫре пӗр-пӗринпе тупӑшма май туса параҫҫӗ.

 

5 статья

1. Чӑваш Республикин территорийӗнчи ҫӗрпе ун айӗнчи пуянлӑх, шыв-шур тата ҫут ҫанталӑкӑн ытти пуянлӑхӗсем Чӑваш Республики халӑхӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗн никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ, вӗсемпе федераци саккунӗсемпе тата, Чӑваш Республикин полномочи шайӗнче, унӑн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн усӑ кураҫҫӗ.

2. Ҫӗр тата ҫут ҫанталӑкӑн ытти пуянлӑхӗсем уйрӑм харпӑр­лӑх­ра, патшалӑх харпӑрлӑхӗнче, муниципаллӑ тата ытти тӗрлӗ харпӑр­лӑхра пулма пултараҫҫӗ.

 

6 статья

1. Чӑваш Республики чӑваш халӑхӗн культурине упраса аталантарассишӗн явап тытать, республикӑра пурӑнакан пур халӑхсен культурине аталантарма пулӑшать.

2. Чӑваш Республикинче тӗрлӗ идеологисене тата политикӑна,  нумай партилӗхе йышӑнаҫҫӗ.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ)
.

3. Общество пӗрлешӗвӗсем саккун умӗнче пӗр тан.

4. Тӗн пӗрлешӗвӗсем патшалӑхран уйрӑм тӑраҫҫӗ, вӗсем саккун умӗнче пурте пӗр тан.

 

7 статья

Патшалӑх ӗҫӗ-хӗлӗн тӗллевӗ – этеме пурӑнма тата ирӗклӗн аталанма тивӗҫлӗ майсем туса парасси, халӑх пурнӑҫне лайӑхлатасси, ӑна чи кирлӗ пурлӑх-ырлӑхпа тата ӑс-хакӑл пуянлӑхӗсемпе тивӗҫ­тересси.

 

8 статья

Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисем – чӑваш чӗлхи тата вы­рӑс чӗлхи.

 

9 статья

(Чӑваш Республикин 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 37 №-лӗсаккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх йӗрки вӑйра тӑ­рать. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем патшалӑх влаҫӗн органӗсен шут­не кӗмеҫҫӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ, федераци саккунӗсем тата вӗсемпе килӗшӳллӗн йышӑннӑ Чӑваш Республикин ытти саккунӗсем ҫирӗплетнӗ шайра вырӑнти кирлӗ ыйтусене харпӑр хӑй тӗллӗн татса параҫҫӗ.

 

10 статья

Раҫҫей Федерацийӗ татса паракан ыйтусене тата Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республики пӗрле татса паракан ыйтусенчи Раҫҫей Федерацийӗн полномочийӗсене шута илмесен, Чӑваш Республикин Конституцийӗ право тӗлӗшӗнчен нимрен ҫӳлте тӑрать, тӳррӗнех ӗҫе кӗрет, Чӑваш Республикин пӗтӗм территорийӗнче вӑйра тӑрать.

 

11 статья

1. Чӑваш Республикинче йышӑнакан саккунсем тата ытти нормативлӑ право акчӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине тата Чӑваш Республикин Конституцине, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗ татса паракан е Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республики пӗрле татса паракан ыйтусемпе йышӑннӑ федераци саккунӗсене хирӗҫлени пулмалла мар.

2. Саккунсене официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларас пулать. Пичетлемен саккунсем вӑя кӗмеҫҫӗ. Этемӗн, гражданинӑн прависемпе ирӗклӗхӗсене тата тивӗҫӗсене тивекен кирек мӗнле нормативлӑ право акчӗсем, вӗсене пурне те пӗлтерме официаллӑ майпа пичетлесе кӑларман пулсан, вӑя кӗме пултараймаҫҫӗ.

 

12 статья

Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ, федераци саккунӗсем тата Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем хушшинчи договорсем паракан полномочисен шайӗнче Чӑваш Республики урӑх ҫӗршывсемпе ҫыхӑнать, тулашри экономика ҫыхӑнӑвӗсем тытать, тӗнчери организацисен ӗҫне хутшӑнать.

 

13 статья

Ҫак сыпӑкра каланисем Чӑваш Республикин конституци йӗркин никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫак Конституцин ытти сыпӑкӗсенчи нимӗнле положенисем те Чӑваш Республикин конституци йӗркин никӗсӗсене хирӗҫлеме пултараймаҫҫӗ.

 

2 сыпӑк.  ЭТЕМӖН ТАТА ГРАЖДАНИНӐН ПРАВИСЕМПЕ ИРӖКЛӖХӖСЕНЕ ХӲТӖЛЕССИ

 

14 статья

1. Чӑваш Республикинче этемӗн, гражданинӑн Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ ҫирӗплетнӗ мӗн пур прависемпе ирӗклӗхӗсене йышӑнаҫҫӗ тата гарантилеҫҫӗ, вӗсене пурнӑҫлама май туса параҫҫӗ, хӳтӗлеҫҫӗ.

2. Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан Раҫҫей Федерацийӗн кашни гражданинӗн Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗнче тата Чӑваш Республикин Конституцийӗнче кӑтартнӑ мӗн пур правӑ­семпе ирӗклӗхсем тата тан тивӗҫсем пур.

3. Чӑваш Республикинче этемӗн, гражданинӑн прависемпе ирӗк­лӗхӗсене пӑрахӑҫлакан е чакаракан саккунсем тата ытти нормативлӑ право акчӗсем кӑларни пулмалла мар.

 

15 статья

1. Этемӗн тӗп прависемпе ирӗклӗхӗсем мӗн ҫуралнӑранпах кашни ҫын тивӗҫӗ пулса тӑраҫҫӗ, вӗсене тытса илме ҫук.

2. Этемӗн, гражданинӑн прависемпе ирӗклӗхӗсене пурнӑҫлани урӑх ҫынсен прависемпе ирӗклӗхӗсене пӑсмалла мар.

 

16 статья

Этемӗн, гражданинӑн прависемпе ирӗклӗхӗсем тӳррӗнех ӗҫе кӗ­реҫҫӗ. Ҫак тӗллеве пӑхӑнать саккунсен пӗлтерӗшӗпе тытӑмӗ, вӗсемпе усӑ курасси, саккун кӑларакан тата ӗҫ тӑвакан влаҫӑн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн ӗҫӗ-хӗлӗ, ҫакна суд ӗҫӗ хӳтӗлет.

 

17 статья

1. Саккун тата суд умӗнче пурте тан.

2. Чӑваш Республикинче этеме, гражданина пӗр тан правӑсемпе ирӗклӗхсем параҫҫӗ, вӑл арҫын е хӗрарӑм, мӗнле раса, наци ҫынни пулнине, мӗнле чӗлхепе калаҫнине пӑхмаҫҫӗ, йӑх-ӑру несӗлне, пурлӑх пуррине, мӗн ӗҫре тӑнине, ӑҫта пурӑннине, епле тӗн тытнине, шухӑш-кӑмӑлне, общество пӗрлешӗвӗсене хутшӑннине е ытти сӑлтавсене уямаҫҫӗ. Граждансен прависене социаллӑ сӑлтавпа, мӗнле раса, наци ҫынни пулнине, мӗнле чӗлхепе калаҫнине, епле тӗн тытнине кура кирек мӗнле майпа пӳлсе чакарма юрамасть.

3. Арҫынпа хӗрарӑмӑн пӗр тан правӑсемпе ирӗклӗхсем, вӗсене пур­нӑҫа кӗртмелли тан майсем пур.

 

18 статья

1. Кашни ҫыннӑн пурнӑҫ прави пур.

2. Патшалӑх этем тивӗҫлӗхне хӳтӗлет. Ӑна нимӗнле сӑлтавпа та чакарма юрамасть.

3. Никама та асаплантарма, ирӗксӗрлеме, хаяррӑн пусахлама е этем тивӗҫлӗхне мӑшкӑлласа хӗн кӑтартма юрамасть. Ҫын хӑй ирӗкӗ­пе килӗшмесӗр никампа та медицина, ӑслӑлӑх сӑнавӗсем е ытти йыш­ши сӑнавсем тума юрамасть.

 

19 статья

1. Кашни ҫыннӑн ирӗклӗ, никам тӗкӗнмесӗр пурӑнма право пур.

2. Ҫынна суд йышӑннипе кӑна арестлеме тата тытса хупса усрама юрать. Суд йышӑниччен ҫынна 48 сехетрен ытла хупса усрама юра­масть.

 

20 статья

1. Кашни ҫыннӑн харпӑр пурнӑҫне никам хутшӑнмасӑр йӗрке­ле­ме, харпӑр вӑрттӑнлӑхӗпе кил-йыш вӑрттӑнлӑхне упрама, хӑйӗн чы­сӗ­пе тивӗҫлӗхне хӳтӗлеме право пур.

2. Кашни ҫыннӑн вӑрттӑнлӑха упраса ҫыру ҫӳретмелли, телефон­па калаҫмалли, почтӑпа, телеграфпа е ытти майпа ҫыхӑнмалли пра­во пур. Ҫак правӑна суд йышӑннипе кӑна пӳлсе чакарма пулать.

 

21 статья

1. Ҫын хӑй килӗшмесӗр унӑн харпӑр пурнӑҫӗ ҫинчен хыпарсем пуҫтарса упрама, вӗсемпе усӑ курма, вӗсене сарма юрамасть.

2. Патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем, вӗсен должноҫри ҫыннисем, саккунпа урӑхла тума пӑхман пулсан, кашни ҫынна унӑн прависемпе ирӗклӗхӗсене тӳррӗнех пырса тивекен документсемпе тата материалсемпе паллаштарма тивӗҫ.

 

22 статья

Ҫын кил-ҫуртне тӗкӗнме юрамасть. Федераци саккунӗсенче кӑтарт­ман чухне е суд йышӑнман пулсан, кил-ҫуртра пурӑнакансем ирӗк памасӑр унта никам та пырса кӗме пултараймасть.

 

23 статья

1. Кашниех хӑй мӗнле наци ҫынни пулнине палӑртса кӑтартма пултарать. Ҫынна унӑн нацилӗхне палӑртса кӑтартмашкӑн никам та хушма пултараймасть.

2. Кашни ҫыннӑн харпӑр тӑван чӗлхипе усӑ курма, хутшӑнмалли, ачасене пӑхса ӳстермелли, вӗренмелли, пултарулӑх ӗҫӗнче усӑ курмалли чӗлхене ирӗклӗн суйласа илме право пур.

 

24 статья

Чӑваш Республикин территорийӗнче саккунлӑ майпа пурӑнакан кашни ҫыннӑн, федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн, ирӗклӗ куҫса ҫӳре­ме, ӑҫта пулмаллине, пурӑнмаллине палӑртма право пур.

 

25 статья

Кашни ҫынна совесть ирӗклӗхне, тӗн тытас ирӗклӗхе пурнӑҫлама май параҫҫӗ, ҫакна май ҫын хӑй уйрӑммӑн е ыттисемпе пӗрле кирек мӗнле тӗн тытма е нимӗнле тӗн тытмасӑр пурӑнма, тӗн ӑнланӑвӗсемпе ытти тӗрлӗ ӑнланусене ирӗклӗн суйласа илсе уяма тата сарма, хӑйне вӗсемпе килӗшӳллӗн тыткалама пултарать.

 

26 статья

1. Кашни ҫынна шухӑшлав тата сӑмах ирӗклӗхӗпе усӑ курма май параҫҫӗ.

2. Социаллӑ сӑлтавпа, раса, наци е тӗн сӑлтавӗпе курайманлӑх, тӑшманлӑх ҫуратакан пропаганда е агитаци пулмалла мар. Вӑрҫа мух­тама, пӗр ҫын тепринчен социаллӑ тӑрӑмӗпе, раса, наци, тӗн е чӗлхе паллипе маларах тӑнине пропагандӑлама чараҫҫӗ.

3. Никама та харпӑр шухӑшӗсемпе ӑнланӑвӗсене вӑйпа калаттар­ма е вӗсене каламашкӑн чарма юрамасть.

4. Кашни ҫыннӑн саккунлӑ кирек мӗнле майпа ирӗклӗн пӗлӳ-хыпар шырама, илме тата парса тӑма, хатӗрлесе салатма право пур.

5. Массӑллӑ информаци ирӗклӗхне пурнӑҫлама май параҫҫӗ. Цен­зура тума чараҫҫӗ.

 

27 статья

1. Кашни ҫыннӑн ыттисемпе пӗрлешме, вӑл шутра харпӑр интересӗсене хӳтӗлес тӗллевпе професси союзӗсем йӗркелеме право пур. Общество пӗрлешӗвӗсене ирӗклӗн ӗҫлеме май параҫҫӗ.

2. Никама та пӗр-пӗр пӗрлешӗве вӑйпа кӗртме е унта тӑмашкӑн пусахлама юрамасть.

 

28 статья

Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен мирлӗн, хӗҫ-пӑшалсӑр пухӑнма, пухусем, митингсемпе демонстрацисем ирттерме, ушкӑнпа пухӑнса ҫӳреме тата пикетсем йӗркелеме право пур.

 

29 статья

1. Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен патшалӑх ӗҫӗсене тытса пымашкӑн тӳррӗн те, хӑйсен представителӗсем урлӑ та хутшӑнма право пур.

2. Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсене тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене суйлама тата вӗсене суйланма, ҫавӑн пекех референдума хутшӑнма право пур.

3. Суд хавшак ӑс-хакӑллӑ тесе йышӑннӑ, ҫавӑн пекех суд приговорӗпе ирӗксӗр усракан вырӑнсене хупнӑ граждансен суйлама тата суйланма право ҫук.

4. Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен патшалӑх службинче тӑма пӗр тан майсем пур.

5. Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен правосудие пурнӑҫламашкӑн хутшӑнма право пур.

 

30 статья

Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсене тата вырӑнти хӑй ты­тӑмлӑх органӗсене ӗҫпе пыма, ҫавӑн пекех уйрӑммӑн е ушкӑнпа ҫыру яма право пур.

 

31 статья

1. Кашни ҫыннӑн харпӑр хӑйӗн пултарулӑхӗпе тата пурлӑхӗпе предприниматель ӗҫӗ-хӗлӗнче тата саккун чарман ытти йышши экономика ӗҫӗнче усӑ курма право пур.

2. Экономика ӗҫне-хӗлне монополи тӑвас, ултавлӑ майпа тупӑшас тӗллевпе туса пыни пулмалла мар.

 

32 статья

1. Уйрӑм харпӑрлӑх правине саккун хӳтӗлет.

2. Кашни ҫын харпӑрлӑхра пурлӑх тытма, унпа хӑй уйрӑммӑн та, урӑх ҫынсемпе пӗрле те усӑ курма пултарать.

3. Суд йышӑнмасӑр никам пурлӑхне те туртса илме юрамасть. Пурлӑха патшалӑх нуши валли вӑйпа тытса илес пулсан унӑн хакне малтан туллин сапламалла.

4. Еткер илмелли право вӑйра тӑрать.

 

33 статья

1. Граждансен тата вӗсен пӗрлешӗвӗсен уйрӑм харпӑрлӑхра ҫӗр тытма право пур.

2. Ҫӗре тата ҫут ҫанталӑкӑн ытти пуянлӑхӗсене харпӑрлӑхра тытмалли, вӗсемпе усӑ курмалли, сутмалли-илмелли правӑсене федераци саккунӗ конституци йӗркин никӗсӗсене, этеплӗхе, ытти ҫынсен сыв­лӑхне, прависене тата саккунлӑ интересӗсене, патшалӑх хӑруш­сӑр­лӑх­не хӳтӗлеме кирлӗ чухне кӑна чакарма пултарать.

 

34 статья

1. Ӗҫлев ирӗклӗ. Кашни ҫыннӑн харпӑр хӑйӗн ӗҫри пултару­лӑ­хӗ­пе ирӗклӗн усӑ курма, хӑйне валли мӗнле те пулин ӗҫ тата професси суйласа илме право пур.

2. Вӑйпа хистесе ӗҫлеттерме юрамасть.

3. Кашни ҫыннӑн хӑрушсӑрлӑх тата гигиена ыйтнисене тивӗҫ­те­рекен лару-тӑрура ӗҫлеме, ӗҫшӗн нимӗнле дискриминацисӗр тата феде­раци саккунӗнче палӑртнӑ ӗҫ тӳлевӗн чи пӗчӗк виҫинчен кая мар ук­ҫа илмелли право, ҫавӑн пекех ӗҫсӗрлӗхрен хӳтӗленмелли право пур. Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем тата вырӑнти хӑй ты­тӑмлӑх органӗсем ӗҫ вырӑнӗсене сыхласа хӑварас, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелес, ӗҫлев правине пурнӑҫа кӗртме май парас тӗллевпе мӗн кирлине тӑваҫҫӗ.

4. Уйрӑм ҫынсен тата коллективсен ӗҫ тавлашӑвӗсем пуҫарма, вӗсене федераци саккунӗ ҫирӗплетнӗ мелсемпе усӑ курса, вӑл шутра забастовка тунипе татса пама право пуррине йышӑнаҫҫӗ.

5. Кашни ҫыннӑн кану прави пур. Ӗҫлев договорӗпе ӗҫлекене федераци саккунӗнче ҫирӗплетнӗ ӗҫ вӑхӑчӗ, канмалли кунсем, уяв ку­нӗсем, ҫуллен тӳлевлӗ отпуск гарантилеҫҫӗ.

 

35 статья

1. Патшалӑх ача амӑшӗсемпе ачасене, ҫемьене хӳтӗлет.

2. Ачасемшӗн, вӗсене пӑхса ӳстерессишӗн тӑрӑшасси ашшӗ-амӑ­шӗн тан прави тата тивӗҫӗ пулса тӑрать.

3. 18 ҫула ҫитнӗ, ӗҫлеме пултаракан ҫамрӑксем хӑйсен ӗҫлеме пул­тарайман ашшӗ-амӑшне пӑхса усрама тивӗҫлӗ.

 

36 статья

1. Кашни ҫынна ҫул ҫитсен, чирлесен, инвалида тухсан, тӑран­та­ра­канӗ вилсен, ача-пӑчана пӑхса усрама тата саккун палӑртнӑ ытти сӑл­тавсемпе социаллӑ пулӑшу параҫҫӗ.

2. Патшалӑх пенсийӗсемпе социаллӑ пулӑшусене саккун ҫирӗп­летет.

3. Ирӗклӗ социаллӑ страхлавпа социаллӑ пулӑшӑвӑн хушма фор­мисене, ыр кӑмӑллӑх ӗҫне аталантарма пулӑшаҫҫӗ.

 

37 статья

1. Кашни ҫыннӑн кил-ҫурт тытма право пур. Никама та вӑйпа кил-ҫуртсӑр хӑварма юрамасть.

2. Патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх орга­нӗ­сем ҫынсене кил-ҫурт лартма пулӑшаҫҫӗ, кил-ҫурт тытмалли правӑна пурнӑҫ­лама майсем туса параҫҫӗ.

3. Чухӑн ҫынсене тата кил-ҫурт тӗлӗшӗнчен хӗсӗк пурӑнакан, сак­кунра кӑтартнӑ ытти граждансене патшалӑх, муниципалитет фончӗ­сенчен тата ытти кил-ҫурт фончӗсенчен тӳлевсӗрех е виҫеллӗ хакпа, саккун палӑртнӑ нормӑсем тӑрӑх хваттер параҫҫӗ.

 

38 статья

1. Кашни ҫыннӑн сывлӑха сыхлама тата медицина пулӑшӑвӗ илме право пур.

2. Патшалӑх сывлӑх сыхлавӗн патшалӑх тата муниципалитет уч­режденийӗсенче тивӗҫлӗ бюджет, страхлав тӳлевӗсем тата ытти ту­пӑш укҫи шучӗпе тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парассине гарантилет.

3. Чӑваш Республикинче халӑх сывлӑхне сыхламалли тата ҫи­рӗп­летмелли республика программисене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ, сывлӑх сыхлавӗн патшалӑх, муниципалитет, уйрӑм харпӑр­лӑх системисене аталантарма кирлӗ ӗҫсем тӑваҫҫӗ, этем сывлӑхне ҫи­рӗплетмелли, физкультурӑпа спорта аталантармалли, экологи тата са­нитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвне лайӑхлатмалли ӗҫе-хӗле сарма хавхалантараҫҫӗ.

4. Должноҫри ҫынсем граждансен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн хӑруш­лӑх кӳрекен фактсемпе сӑлтавсене халӑхран пытарса тӑраҫҫӗ пулсан вӗсене федераци саккунӗ тӑрӑх явап тыттараҫҫӗ.

 

39 статья

Кашни ҫыннӑн сывлӑхшӑн сиплӗ хутлӑхра пурӑнма, унӑн тӑрӑмӗ ҫинчен тӗрӗс пӗлӳ-хыпар илсе тӑма, экологи йӗркине пӑснӑ пирки унӑн сывлӑхне кӳнӗ сиене саплаштарма право пур.

 

40 статья

1. Кашни ҫыннӑн вӗренсе пӗлӳ илме право пур.

2. Патшалӑхӑн е муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗсенче тата предприятисенче пур ачасене те тӳлевсӗрех шкулчченхи пӗлӳ, пӗ­тӗмӗшле тӗп тата вӑтам професси пӗлӗвӗ парассине гарантилеҫҫӗ.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 
3 №-лӗсаккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

3. Кашни ҫын патшалӑхӑн е муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗнче тата предприятире конкурс йӗркипе тӳлевсӗрех аслӑ пӗлӳ илме пултарать.

4. Пурте пӗтӗмӗшле тӗп шкулта вӗренсе пӗлӳ илме тивӗҫлӗ. Аш­шӗ-амӑшӗ тата вӗсен вырӑнне юлнӑ ҫынсем ачасене пӗтӗмӗшле тӗп пӗ­лӳ илме май туса параҫҫӗ.

5. Чӑваш Республики вӗренӗвӗн тата харпӑр хӑй тӗллӗн пӗлӳ илес­син тӗрлӗ формисене аталантарма пулӑшать.

 

41 статья

1. Кашни ҫынна литературӑра, илемлӗ ӳнерте, ӑслӑлӑхра, техни­кӑра тата ытти пултарулӑх енӗпе ирӗклӗн ӗҫлеме, ачасене вӗрентме майсем туса параҫҫӗ. Ӑс-хакӑл харпӑрлӑхне саккун хӳтӗлет.

2. Кашни ҫыннӑн культура пурнӑҫне хутшӑнма тата культура учрежденийӗсемпе усӑ курма, культура хаклӑхӗсене алла илме право пур.

3. Чӑваш Республики хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче пурӑнакан пур халӑхсен культурине сыхласа хӑварма тата аталантарма пӗр тан майсем туса па­рать, ҫавӑн пекех Чӑваш Республики тулашӗнче пурӑнакан чӑваш­сен наци культурипе вӗренӳ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме пулӑшать.

4. Кашни ҫын истори тата культура еткерне сыхласа хӑварас­си­шӗн тӑрӑшма, историпе культура палӑкӗсене упрама тивӗҫ.

 

42 статья

1. Чӑваш Республикинче патшалӑх этемӗн, гражданинӑн прависемпе ирӗклӗхӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлет.

2. Кашни ҫын хӑйӗн прависемпе ирӗклӗхӗсене саккун чарман кирек епле майпа хӳтӗлеме пултарать.

 

43 статья

1. Кашни ҫынна унӑн прависемпе ирӗклӗхӗсене судра хӳтӗлеме май параҫҫӗ.

2. Патшалӑх влаҫӗн органӗсем, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем, общество пӗрлешӗвӗсем тата должноҫри ҫынсем тунӑ йышӑнусем тата ӗҫсем пирки (е ӗҫе туман пирки) суда жалоба пама пулать.

3. Право хӳтӗлевӗн хамӑр патшалӑхри майӗсем ҫителӗксӗр пулсан кашни ҫын, Раҫҫей Федерацийӗ тӗнче шайӗнче тунӑ договорсемпе килӗшӳллӗн, этем прависемпе ирӗклӗхӗсене хӳтӗлекен тӗнчери органсене жалоба пама пултарать.

 

44 статья

Пӗр-пӗр суд тата судья ҫын ӗҫне пӑхса тухма тивӗҫлӗ пулсан ҫыннӑн саккунпа палӑртнӑ ҫак правине пӑсма юрамасть.

 

45 статья

1. Кашни ҫыннӑн тивӗҫлӗ шайра юрист пулӑшӑвӗ илме право пур. Саккунра кӑтартнӑ чухне юрист пулӑшӑвне тӳлевсӗр параҫҫӗ.

2. Тытса хупса ирӗксӗр усракан, преступлени тунӑ тесе айӑп­ла­на­кан кашни ҫыннӑн, тытса хупнӑ, ирӗксӗр усрама тытӑннӑ е айӑп­ла­са каланӑ самантран пуҫласа, адвокат (хӳтӗлевҫӗ) пулӑшӑвӗпе усӑ кур­ма право пур.

 

46 статья

1. Преступлени тунӑ тесе айӑпланакан кашни ҫын, ун айӑпне фе­дераци саккунӗнче кӑтартнӑ йӗркепе уҫса парса саккунлӑ вӑя кӗнӗ суд приговорӗпе ҫирӗплетиччен, айӑпсӑр шутланать.

2. Айӑпланакан ҫын хӑй айӑпсӑррине ҫирӗплетсе пама тивӗҫ мар.

3. Ҫын айӑпӗ пирки сирме ҫук иккӗленӳсем пулсан вӗсене ҫав ҫынна майлӑ ӑнлантараҫҫӗ.

 

47 статья

1. Пӗр преступленишӗнех никама та тепӗр хут айӑплама юрамасть.

2. Суд ӗҫне туса пынӑ чухне федераци саккунне пӑсса пухнӑ тӗслӗхсемпе усӑ курни пулмалла мар.

3. Преступлени тунӑшӑн айӑпланӑ кашни ҫыннӑн, федераци саккунӗ ҫирӗплетнӗ йӗркепе, приговора аслӑрах судра ҫӗнӗрен пӑхса тух­тарма, ҫавӑн пекех хӑйне каҫармашкӑн е наказание ҫӑмӑллат­машкӑн ыйтма право пур.

 

48 статья

Никам та харпӑр хӑйне, хӑйӗн мӑшӑрне тата федераци сакку­нӗнче кӑтартнӑ ҫывӑх тӑванӗсене айӑпласа калама тивӗҫ мар.

 

49 статья

Преступлени тунине пула е влаҫпа тивӗҫсӗр усӑ курнине пула инкеке лекнӗ ҫынсен прависене патшалӑх хӳтӗлет. Патшалӑх ҫавнашкал инкек курнӑ ҫынсене судра ӗҫ пуҫарма, тӳснӗ шырлӑха саплаштарма май туса парать.

 

50 статья

Кашни ҫыннӑн патшалӑх влаҫӗн органӗсем е вӗсен должноҫри ҫын­нисем тунӑ саккунсӑр ӗҫсене пула (е ӗҫе туманнине пула) кӳнӗ сие­не патшалӑха саплаттарма право пур.

 

51 статья

1. Яваплӑха ҫирӗплетекен е вӑйлатакан саккун хӑйчченхи вӑхӑт­шӑн вӑйра тӑмасть.

2. Пӗр-пӗр ӗҫе тунӑ чухне ҫав ӗҫ айӑп туни тесе шутланман пулсан уншӑн никама та явап тыттарма юрамасть. Правӑна пӑснӑ хыҫҫӑн ҫав ӗҫшӗн явап тыттарма пӑрахнӑ пулсан е яваплӑха чакарнӑ пулсан ҫӗнӗ саккун вӑя кӗрет.

 

52 статья

1. Чӑваш Республикин Конституцийӗнче тӗп правӑсемпе ирӗк­лӗх­сене палӑртса панине этемӗн, гражданинӑн пурте йышӑннӑ ытти прависемпе ирӗклӗхӗсене уяманни е шута хуманни тесе ӑнланмалла мар.

2. Конституци йӗркин никӗсне, этеплӗхе, ытти ҫынсен сывлӑхне, прависемпе саккунлӑ тивӗҫӗсене хӳтӗлеме, ҫӗршыва сыхлама, патша­лӑх хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетме кирлӗ чухне кӑна федераци саккунӗ этем, гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене чакарма пултарать.

 

53 статья

1. Кашни ҫын Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине тата Чӑваш Республикин Конституцине, федераци саккунӗсене тата Чӑваш Республикин саккунӗсене тытса пыма, ытти ҫынсен прависемпе ирӗк­лӗ­хӗсене хисеплеме, саккун кӑтартса панӑ ытти хушусене пурнӑҫлама тивӗҫ.

2. Официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ нормативлӑ право актне пӗлменни ӑна пурнӑҫламаншӑн яваплӑхран хӑтармасть.

 

54 статья

Кашни ҫын саккунпа палӑртнӑ налуксемпе тӳлевсене хывма ти­вӗҫ­лӗ. Ҫӗнӗ налук кӗртекен е налук тӳлекенсен пурнӑҫне йывӑр­ла­та­кан саккунсем хӑйсемчченхи вӑхӑтшӑн вӑйра тӑмаҫҫӗ.

 

55 статья

Кашни ҫын ҫут ҫанталӑка тата хамӑр тавралӑха сыхлама, ҫут ҫан­талӑк пуянлӑхӗсене упрама тивӗҫлӗ.

 

56 статья

1. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗн чыслӑ ӗҫӗпе тивӗҫӗ пулса тӑрать.

2. Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗ федераци саккунӗпе килӗ­шӳл­лӗн ҫар службинче тӑрать.

3. Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗн шухӑш-кӑмӑлӗ е тӗн ӗне­нӗ­вӗ ҫар службинче тӑрассипе килӗшсе тӑмасть пулсан, ҫавӑн пекех федераци саккунӗнче палӑртнӑ ытти лару-тӑрура унӑн ҫар служби вы­рӑнне альтернативлӑ гражданла службӑна кайма право пур.

 

57 статья

Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗ хӑйӗн прависемпе тивӗҫӗсене 18 ҫула ҫитсен харпӑр хӑй тӗллӗн, туллин пурнӑҫласа пыма пултарать.

 

58 статья

Чӑваш Республикин саккунӗсем, Чӑваш Республикин укҫи-тен­кипе, пурлӑхӗпе тата ытти майӗсемпе усӑ курса, этем тата гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене пурнӑҫламашкӑн Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗнче тата федераци саккунӗсенче палӑртман хушма гарантисем ҫирӗплетме пултараҫҫӗ.

 

3 сыпӑк.  ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН РАҪҪЕЙ ФЕДЕРАЦИЙӖН ЙЫШӖНЧИ СТАТУСӖ

 

59 статья

1. Чӑваш Республики Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗ пулса тӑ­рать.

2. Чӑваш Республикин Раҫҫей Федерацийӗ йышӗнчи статусне Раҫ­ҫей Федерацийӗн Конституцийӗ тата Чӑваш Республикин Конституцийӗ палӑртаҫҫӗ.

3. Чӑваш Республикин статусне, федерацин конституци саккунӗ­пе килӗшӳллӗн, Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республики пӗр-пӗринпе килӗшсен кӑна улӑштарма пулать.

 

60 статья

1. Чӑваш Республикин ҫак Конституцие йышӑннӑ чухне палӑрт­нӑ чиккисенчи территорийӗ пӗр пӗтӗм, пайланми хутлӑх пулса тӑрать.

2. Чӑваш Республикин чиккисене Раҫҫей Федерацийӗн тивӗҫлӗ субъекчӗсем пӗр-пӗринпе килӗшнӗ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн Консти­туцийӗ тата федераци саккунӗ ҫирӗплетнӗ йӗркепе улӑштарма пултараҫҫӗ.

3. Чӑваш Республики Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗн­тӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Eтӗрне, Eлчӗк, Тӑвай районӗсенчен; республика пӗлтерӗшлӗ Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен тӑ­рать.

4. Районсем, хуласем, ялсем тӑвас, вӗсене пӗрлештерес, пӑра­хӑҫ­лас, ячӗсене улӑштарас, ҫавӑн пекех вӗсен администраци центрӗсене палӑртас тата куҫарас ыйтусене, администраци-территори тытӑмӗн ыт­ти ыйтӑвӗсене Чӑваш Республикин саккунӗпе палӑртаҫҫӗ.

(4-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 47 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

61 статья

1. Раҫҫей Федерацийӗ татса памалли ыйтусене тата Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республики пӗрле татса паракан ыйтусенчи Раҫ­ҫей Федерацийӗн полномочийӗсене шута илмесен, Чӑваш Республики хӑйӗн территорийӗнче патшалӑх влаҫне туллин пурнӑҫласа пырать.

2. Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республики пӗрле татса паракан ыйтусем шутне Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн 72 статйинче кӑ­тартса панӑ ыйтусем кӗреҫҫӗ.

3. Чӑваш Республики татса паракан ыйтусем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ:

1) Чӑваш Республикин Конституцине йышӑнасси, унта улшӑ­ну­семпе хушӑмсем кӗртесси;

2) Чӑваш Республикин саккунӗсене тата ытти нормативлӑ право акчӗсене йышӑнасси;

3) Раҫҫей Федерацийӗн конституци йӗркин никӗсӗсемпе тата Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен тытӑмне палӑртасси;

(3-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 47 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

4) Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика политикине пурнӑҫа кӗртсе пырасси;

5) Чӑваш Республикин республика бюджетне йышӑнса пурнӑҫа кӗртесси тата вӑл пурнӑҫланни ҫинчен калакан отчета ҫирӗплетесси;

6) (6-мӗш ҫум пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ. – Чӑваш Республикин 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 47 №-лӗ саккунӗ);

7) Чӑваш Республикин патшалӑх харпӑрлӑхне тытса тӑрасси тата унпа усӑ курасси;

8) Чӑваш Республикин патшалӑх граждан службине йӗркелесси;

(8-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 
5-мӗшӗнчи 47 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

9) Чӑваш Республикин администраци-территори тытӑмне палӑр­тасси;

10) Чӑваш Республикин патшалӑх наградисемпе хисеплӗ ячӗсене палӑртасси;

11) Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ, федераци саккунӗсем, Чӑваш Республикин Конституцийӗ тата Чӑваш Республикин сакку­нӗ­сем палӑртнӑ ытти полномочисене пурнӑҫласа пырасси.

4. Чӑваш Республики татса паракан ыйтусемпе Чӑваш Республикин саккунӗсене тата ытти нормативлӑ право акчӗсене йышӑнаҫҫӗ. Федераци саккунӗ тата Чӑваш Республики татса паракан ыйтусемпе йышӑннӑ Чӑваш Республикин нормативлӑ право акчӗ хушшинче хи­рӗҫлӗх пур пулсан Чӑваш Республикин нормативлӑ право акчӗ вӑйра тӑрать.

 

62 статья

1. Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республики пӗрле пӑхакан ыйтусене Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине тата Чӑваш Республикин Кон­ституцине, ҫавӑн пекех федераци саккунӗсене, Чӑваш Республикин нор­мативлӑ право акчӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем хушшинче пӑхса тухмалли ыйтусемпе полномочисене уйӑрасси ҫинчен тунӑ договорсене тӗпе хурса татса параҫҫӗ.

2. Пӗрле пӑхма палӑртнӑ ыйтусем пирки федераци саккунӗ йышӑниччен Чӑваш Республики ку ыйтусене право тӗлӗшӗнчен хӑй тӗллӗн татса пама пултарать. Федерацин тивӗҫлӗ саккунне йышӑннӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин саккунӗсемпе ытти право акчӗсене федерацин йышӑннӑ саккунӗпе килӗшӳллӗн виҫӗ уйӑх хушшинче улӑш­та­раҫҫӗ.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн  28-мӗшӗнчи 27 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

63 статья

Раҫҫей Федерацийӗ пӑхакан тата Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республики пӗрле пӑхакан ыйтусене татса парас ӗҫе Чӑваш Республики Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ, федераци саккунӗсем тата Чӑваш Республикин Конституцийӗ, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ор­ганӗсем хушшинче татса памалли ыйтусемпе полномочисене уйӑрас­си ҫинчен йышӑннӑ договорсем палӑртнӑ шайра, унта кӑтартнӑ мелсемпе хутшӑнать.

 

64 статья

Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе килӗшӳллӗн федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсем тата Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органӗсем пӗрле килӗшнӗ тӑрӑх, ҫакӑ Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине тата федераци саккунӗсене хирӗҫлемест пулсан, хӑйсен полномочийӗсен хӑш-пӗр пайне пӗр-пӗрне пама пултараҫҫӗ.

 

65 статья

Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх влаҫӗн органӗсем тата Чӑваш Рес­публикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем хушшинче вӗсем пӑхакан ыйтусем тата вӗсен полномочийӗсем пирки тухакан тавлашусене Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе тата федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн татса параҫҫӗ.

 

66 статья

Чӑваш Республикин, унӑн ирӗкне палӑртакан Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Пат­шалӑх Думинче саккун кӑлармалли пуҫару прави пур.

 

67 статья

1. Чӑваш Республикин ялавне, гербне тата гимнне, вӗсене ҫырса кӑтартнине, вӗсемпе официаллӑ майпа усӑ курмалли йӗркене Чӑваш Республикин саккунӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ.

2. Чӑваш Республикин тӗп хули – Шупашкар.

 

4 сыпӑк. ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН ПУҪЛӐХӖ

(4 сыпӑк ятне Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

68 статья

1. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикинче должноҫри чи аслӑ ҫын тата ӗҫ тӑвакан влаҫӑн пуҫлӑхӗ пулса тӑрать.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Конституцине пурнӑҫлассишӗн яваплӑ пулса тӑрать.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

3. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тивӗҫлӗ йӗркепе этем, гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене хӳтӗлеме кирлӗ ӗҫсем тӑвать, Чӑваш Республикинчи патшалӑх влаҫӗн органӗсен килӗшӳллӗ ӗҫне, вӗсен ҫы­хӑнулӑхне йӗркелет.

(3-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

4. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин патша­лӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑртать, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе тата Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн, ҫа­вӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе Чӑ­ваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем татса памалли ыйтусем­пе полномочисене уйӑрасси ҫинчен йышӑннӑ договорсемпе килӗшӳл­лӗн Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе федерацин пат­шалӑх влаҫӗн органӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелет.

(4-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

5. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн федерацин патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну тытассине, ҫа­вӑн пекех тулашри экономика ҫыхӑнӑвӗсене тата тӗнчери ҫыхӑнусене йӗркелеме тивӗҫ пур.

(5-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

6. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ хӑйӗн полномочийӗсен срокӗ тӑршшӗнче федераци саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗн аслӑ должноҫри ҫыннин статусӗпе ҫыхӑнман ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама тата йышӑнма пултараймасть.

(6-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин членӗсем тӗлӗшпе палӑртнӑ чарусем тата пӳлӳсем пырса тивеҫҫӗ, енчен те федераци саккунӗпе урӑххине палӑртман пулсан.

(Иккӗмӗш абзаца Чӑваш Республикин 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 37 №-лӗ саккунпа хушса хунӑ, Чӑваш Республикин 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 25 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

7. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне саккун сыхлать.

(7-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

69 статья

(Чӑваш Республикин 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 
37 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

1. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне пилӗк ҫула суйлаҫҫӗ тата вӑл асӑн­­нӑ должноҫа умлӑ-хыҫлӑ икӗ срокран ытла йышӑнма пул­тарай­масть.

  1. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ пулма Раҫҫей Фе­дерацийӗн Кон­­сти­ту­цийӗпе, фе­дераци сак­ку­нӗ­пе килӗ­шӳллӗн пассивлӑ суй­лав правипе усӑ ку­ракан,ют патшалӑх граж­дан­лӑхӗ е Раҫҫей Фе­дерацийӗн гражданинӗн ют пат­шалӑх тер­ри­то­ри­йӗнче пурӑнма ирӗк илни е ялан пурӑнма право пуррине ӗнен­терекен документ ҫук пулсан, Раҫ­ҫей Фе­дерацийӗн 30 ҫул тултарнӑ гражданинне суй­лама пул­тараҫҫӗ.

 

70 статья

(Чӑваш Республикин 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 37 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

1. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан тата федераци сак­ку­нӗ­пе килӗ­шӳллӗн активлӑ суй­лав правипе усӑ куракан гражданӗсем пурне те тивӗҫ тан тата тӳрӗ суйлав правине тӗпе хурса, вӑрттӑн сасӑласа суйлаҫҫӗ.

2. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавне федераци сакку­нӗ­семпе, Чӑваш Республикин Конституцийӗпе тата Чӑваш Респуб­ликин саккунӗпе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ.

  1. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ пулман е тивӗҫлӗ пулман тесе йы­шӑнсан, федераци саккунӗпе палӑртнӑ вӑхӑтра суйлава тепӗр хут ирттереҫҫӗ. Кун пек чухне Чӑ­ваш Республикин Пуҫлӑхӗ должноҫа кӗриччен Чӑ­ваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗ­ҫӗсене Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ уйӑрса лартнӑ ҫын пур­нӑҫлать.

 

71 статья

(Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

1. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ присяга тытнӑ самант­ран пуҫласа должноҫа кӗнӗ шутланать.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ должноҫа кӗнине Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ хӑйӗн указӗпе ҫирӗплетет, ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑлараҫҫӗ.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 
27 №-лӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

2. Должноҫа кӗнӗ чухне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ халӑ­ха тата Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине, Чӑваш Республикин Конституцине парӑнса тӑмаҫакӑн пек каласа присяга тытать:

(пӗрремӗш абзаца Чӑваш Республикин 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 
24-мӗшӗнчи 37 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

"Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн полномочийӗсене пурнӑҫланӑ чухне Раҫҫей Феде­рацийӗн Конституцине, федераци саккунӗсене, Чӑваш Рес­публикин Конституцине тата Чӑваш Республикин саккунӗсене тытса пыма, ҫа­вӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн ука­зӗсене тата Раҫ­ҫей Федерацийӗн Правительствин йышӑнӑвӗсене пурнӑҫлама, этем тата гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене хисеплеме тата пурнӑҫа кӗртсе пыма, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пысӑк тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫлама, халӑх­шӑн шанчӑклӑ ӗҫлеме тупа тӑватӑп.".

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 27 №-лӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

  1. Присягӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Чӑваш Республикин Патша­лӑх Канашӗн депутачӗсем, Чӑваш Республикин Министрсен Кабине­чӗн чле­нӗсем тата йыхравланӑ ытти ҫынсем умӗнче Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе каласа тытать.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ должноҫа кӗнӗ ятпа ирт­те­рекен савӑнӑҫлӑ церемоние Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Предсе­дателӗ, вӑл ҫук чухне Чӑваш Рес­публикин Патшалӑх Кана­шӗн Председателӗн ҫумӗ уҫать тата хупӑнни ҫинчен пӗлтерет.

(Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 27 №-лӗ саккунӗпе 3-мӗш пункт кӗртнӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

72 статья

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

(пӗрремӗш абзаца Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ)
;

1) Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне йӗркелет;

2) Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗсен тытӑмне па­лӑртать;

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ, 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ, 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 
5-мӗшӗнчи 47 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ);

3) Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе ки­лӗшӳллӗн патшалӑх влаҫӗн федераци органӗсемпе пӗрле пӑхакан ыйтусем тата полномочисем ҫинчен калакан договорсене ырлама Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тӑратать тата вӗсене алӑ пусать;

(Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ саккунӗпе 3-мӗш пункт кӗртнӗ);

4) Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗсем тата Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗсем хушшинче хӑйсен полномочийӗсен хӑш-пӗр пайне пӗр-пӗрне парасси ҫинчен тунӑ килӗшӳсене алӑ пусать;

(Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ саккунӗпе 4-мӗш пункт кӗртнӗ, Чӑваш Республикин 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 
5-мӗшӗнчи 47 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

4.1) Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ытти органӗсемпе пӗр­ле Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗсен ӗҫ-хӗлне йӗрке­ле­се тӑрать, Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Рес­публикин ӗҫ тӑвакан власть органӗсемпе федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсем тата вӗсен территорисенчи органӗсем, вырӑнти хӑй тытӑм­лӑх органӗсем тата общество пӗрлешӗвӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлемелле тӑвать;

(Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунӗпе 4.1-мӗш пункт кӗртнӗ);

5) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ хӑйӗн должноҫӗнче тӑнипе пӗр­лех Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн должноҫне те йышӑнмасть пулсан вӑл, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ килӗшнипе, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне уйӑрса лартать;

(5-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

6) Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫу­мӗсене, министрсене тата Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн ытти органӗсен ертӳҫисене уйӑрса лартать тата должноҫран хӑтарать;

7) Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне отставкӑна яма йышӑну тӑвать;

8) (8-мӗш пункта кӑларса пӑрахнӑ.  Чӑваш Республикин 2003 ҫул­хи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 5 №-лӗ саккунӗ; 2000 ҫулта, 2003 ҫулта йышӑннӑ Чӑваш Республикин Конституцийӗн текстӗнчи 224-мӗш пунктсене 
5
27-мӗш пунктсем тесе шутлас, Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ саккунӗ);

8) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацине йӗркелет;

(8-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ)
;

9) Раҫҫей Федерацийӗн Генеральнӑй прокурорӗн Чӑваш Республикин Прокурорӗн должноҫне уйӑрса лартни ҫинчен калакан представленине килӗштерет;

(Чӑваш Республикин 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 25 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

10) Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ кӑларнӑ йышӑ­ну­семпе хушусене, Чӑваш Республикин министерствисен тата ӗҫ тӑва­кан влаҫӑн ытти органӗсен акчӗсене пурнӑҫлассине вӑхӑтлӑха чарать е вӑйран кӑларать;

11) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче саккун кӑлар­мал­ли пуҫару тӑвас правӑпа усӑ курать;

12) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне салатса янӑ пулсан унӑн суйлавне ирттерме палӑртать;

13) федераци саккунӗнче, Чӑваш Республикин Конституцийӗнче кӑтартнӑ чухне тата унта палӑртнӑ йӗркепе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне салатса ярать;

14) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем ҫинчен калакан ҫырупа тухать, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗн результачӗсем ҫинчен, ҫав шутра Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ лартнӑ ыйтусемпе, ҫулленхи отчетсем тӑратать;

(14-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 27 №-лӗ, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 25 №-лӗ, 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 11 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ);

15) Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене тата Чӑваш Республикин хисеплӗ ячӗсене парать;

16) кирлӗ чухне килӗштерӳ процедурисем ирттерме пултарать;

17) Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗсене ертсе пыма пултарать;

18) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ уйӑрса лартакан ҫынсене, саккунсенче кӑтартнӑ чухне тата унта палӑртнӑ йӗркепе, ӗҫрен хӑ­тар­ма пултарать;

(18-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

19) Чӑваш Республикин саккунӗсене алӑ пусса ҫирӗплетет те пичетлесе кӑларать е вӗсене сирсе пӑрахать;

20) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетсӗр ларӑвне пух­машкӑн ыйтма, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин ҫӗнӗрен суйланӑ Пат­шалӑх Канашӗн пӗрремӗш ларӑвне ҫак Конституцире кӑтартнӑ вӑхӑт­ран маларах ирттермешкӗн палӑртма пултарать;

21) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн тата унӑн органӗсен ларӑвӗсене канашлакан сасӑ правипе хутшӑнма е асӑннӑ органсен ла­рӑвӗсене хутшӑнмашкӑн ҫынсем яма пултарать;

22) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн йышӑнӑвӗсене улшӑ­нусемпе хушӑмсем кӗртесси е вӗсене пӑрахӑҫласси ҫинчен Чӑ­ваш Рес­публикин Патшалӑх Канашне сӗнӳсем тӑратма, ҫавӑн пекех ҫав йышӑ­нусене суд урлӑ пӑрахӑҫламашкӑн ыйтма пултарать;

22.1) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Республикинче Этем прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй тата Чӑваш Республикинче Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй должноҫӗсен кандидатурисем пирки сӗнӳсем тӑратма пултарать;

(22.1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 
2-мӗшӗнчи 53 №-лӗ саккунӗпе хушса хунӑ, Чӑваш Республикин 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 25 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

22.2) федераци саккунӗпе тата Чӑваш Республикин саккунӗпе килӗ­шӳллӗн Чӑваш Республикинче Предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя должноҫа уйӑрса лартать тата должноҫран хӑтарать;

(22.2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 
30-мӗшӗнчи 47 №-лӗ саккунӗпе хушса хунӑ);

23) Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн членӗсенчен ҫур­рине ҫирӗплетет;

(23-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

24) (24-мӗш пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ. – Чӑваш Республикин 
2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 3 №-лӗ саккунӗ);

25) федераци саккунӗсенче е Раҫҫей Федерацийӗн ытти нормативлӑ право акчӗсенче кӑтартнӑ чухне ӗҫ тӑвакан влаҫӑн федераци органӗсен территорири органӗсен ертӳҫисене лартмалли кандидатсем пирки калаҫса татӑлать;

26) пӗтӗмӗшле юрисдикциллӗ федераци сучӗсен присяжнӑй заседателӗсен кандидачӗсен пӗтӗ­мӗшле тата запас списокӗсене ҫирӗп­ле­тет;

(Чӑваш Республикин 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗ­шӗнчи 5 №-лӗ саккунӗпе 26-мӗш пункт кӗртнӗ, Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 
28-мӗшӗнчи 27 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

27) Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе, федераци саккунӗ­сем­пе, Чӑваш Республикин Конституцийӗпе тата Чӑваш Республикин сак­кунӗсемпе килӗшӳллӗн ытти полномочисене пурнӑҫласа пырать.

 

73 статья

1. Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине, федераци саккунӗсене, Раҫ­ҫей Федерацийӗн Президенчӗн нормативлӑ право акчӗсене, Раҫҫей Фе­дерацийӗн Правительствин йышӑнӑвӗсене, Чӑваш Республикин Кон­сти­туцине, Чӑваш Республикин саккунӗсене тӗпе хурса, вӗсене пур­нӑҫ­ла­са, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ указсемпе хушусем кӑларать, вӗ­сене Чӑваш Республикин пӗтӗм территорийӗнче пурте пурнӑҫлама тивӗҫ.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗсемпе хушӑвӗсем Раҫ­ҫей Федерацийӗн Конституцине, федераци саккунӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн указӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин йышӑнӑвӗсене, Чӑваш Республикин Конституцине тата Чӑваш Рес­публикин саккунӗсене хирӗҫлени пулмалла мар.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

3. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн нормативлӑ право акчӗсене 5 кунран вӑраха ямасӑр Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ярса параҫҫӗ.

(3-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

74 статья

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн полномочийӗсем ҫакӑн чухне срокчен вӗҫленеҫҫӗ:

(пӗрремӗш пайӑн пӗрремӗш абзацне Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

1) вӑл вилсен;

2) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ӑна шанманни ҫинчен пӗлтернӗ май Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ӑна должноҫран хӑ­тарсан;

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

3) хӑйӗн ирӗкӗпе отставкӑна кайсан;

(3-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

4) суд ӑна хавшак ӑс-хакӑллӑ е хавшакланнӑ ӑс-хакӑллӑ тесе йышӑнсан;

5) суд вӑл хыпарсӑр ҫухални е вилни ҫинчен пӗлтерсен;

6) суд ӑна айӑпласа йышӑннӑ приговор саккунлӑ вӑя кӗрсен;

7) вӑл ялан пурӑнма Раҫҫей Федерацийӗнчен тухса кайсан;

8) вӑл Раҫҫей Федерацийӗн гражданлӑхне ҫухатсан, Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗ ют патшалӑх гражданлӑхне илнӗ е ют патша­лӑх территорийӗнче пурӑнма ирӗк илнӗ е унӑн ялан унта пурӑнма право пуррине ӗнентерекен ытти документ пур пулсан;

(8-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 47 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

9)Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн шанӑҫӗнчен тухнине пула, хӑ­йӗн тивӗҫӗсене (ҫав шутра Раҫҫей Федерацийӗ панӑ полномочисене пур­нӑҫлас енӗпе) кирлӗ пек пурнӑҫламаншӑн, ҫавӑн пекех федераци саккунӗпе палӑртнӑ ытти тӗслӗхсенче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ должноҫран хӑтарсан. Кун пек чухне Раҫҫей Фе­дерацийӗн Президенчӗн шанӑҫӗнчен тухмалли сӑлтав Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе коррупци факчӗсене тупса палӑртни е федераци саккунӗсемпе килӗшӳллӗн правӑна пӑсни тесе йышӑннӑ тӗслӗхсенче интерессен хирӗҫӗвне татса паманни е Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе вӑл ҫак должноҫа ларма регистрациленнӗ кандидат пулнӑ вӑхӑтра Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗн тулашӗнче вырнаҫнӑ ют ҫӗршывсен банкӗсенче счетсем (вкладсем) уҫни е тытса тӑни, алӑри укҫа-тенкӗне тата хаклӑ япаласене упрани, ют ҫӗршывсен финанс инструменчӗсене тытса тӑни тата (е) вӗсемпе усӑ курни ҫинчен калакан фактсене тупса палӑртни пулса тӑрать;

(9-мӗш пункта Чӑваш Республикин2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 37 №-лӗ, 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 47 №-лӗ, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 25 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ);

10) Чӑваш Республикин территорийӗнче регистрациленӗ суй­лавҫӑсем ӑна федераци саккунӗпе тата унпа килӗшӳллӗн йышӑннӑ Чӑваш Республикин сак­кунӗпе палӑртнӑ сӑлтавпа тата йӗркепе каялла чӗнсе илсен.

(10-мӗш пункта Чӑваш Республикин2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 37 №-лӗ саккунӗпе хушса хунӑ).

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Раҫҫей Федерацийӗн Пре­зиденчӗ сӗннипе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ хӑйӗн полномочийӗ­сене срокчен вӗҫлени ҫинчен, ҫак статьян пӗрремӗш пайӗнчи 1-3-мӗш тата 
9-мӗш пунктсенче палӑртнӑ сӑлтавсемсӗр пуҫне, йышӑну тӑвать. Ҫак статьян пӗрремӗш пайӗн 1-мӗш пункчӗпе палӑртнӑ тӗс­лӗхре Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн полномочийӗсем срокчен вӗҫ­ленни ҫинчен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ йышӑну тӑ­вать.

(Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунӗпе 2-мӗш пай кӗртнӗ, Чӑваш Республикин 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 
5-мӗшӗнчи 47 №-лӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

(Виҫҫӗмӗш пай хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ.  Чӑваш Республикин 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 37 №-лӗ саккунӗ).

 

75 статья

1. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне шанманни ҫинчен ҫакӑн чухне пӗлтерме пултарать:

(1-мӗш пунктӑн пӗрремӗш абзацне Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

1) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине, федераци саккунӗсене, Чӑваш Республикин Конституцине тата Чӑваш Республикин саккунӗсене хирӗҫлекен актсем кӑларсан, ҫавнашкал хирӗҫлӗхсене тивӗҫлӗ суд тупса палӑртсан тата Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗнӗ кунтан шутласа пӗр уйӑх хушшинче асӑннӑ хирӗҫлӗхсене сирмесен;

(1-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2) Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине, федераци саккунӗсене, Раҫ­ҫей Федерацийӗн Президенчӗн указӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин йышӑнӑвӗсене, Чӑваш Республикин Конституцине тата Чӑ­ваш Республикин саккунӗсене урӑх майпа хытӑ пӑссан, ҫавна пула граждансен прависемпе ирӗклӗхӗсене массӑллӑн хӗснӗ пулсан тата ҫак тӗслӗхсене суд тупса ҫирӗплетсен;

3) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене кирлӗ пек пурнӑҫламасан.

(Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунӗпе 3-мӗш ҫум пункт кӗртнӗ, Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне шанманни ҫинчен Чӑваш Республикин Патшалӑх Кана­шӗн палӑртнӑ депутачӗсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ пуҫарнипе депутатсен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ сасӑласан йышӑну тӑвать.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

3. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне шанманни ҫинчен тунӑ йышӑнӑва Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне должноҫран хӑтарасси ҫинчен татса пама Раҫҫей Федерацийӗн Президентне ярса парать.

(Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ, 
2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

4. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне должноҫран хӑтарасси ҫинчен йышӑну тунӑ пулсан Чӑваш Рес­публикин Министрсен Кабинечӗ отставкӑна тухать.

(Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунӗпе 4-мӗш пункт кӗртнӗ, Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

76 статья

(Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

1. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ федераци саккунӗ палӑртнӑ сӑлтавсемпе тата йӗркепе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ должноҫа кӗричченхи тапхӑрта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑ­хӑтлӑха пурнӑҫласа пыракана уйӑрса лартать.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ вӑхӑтлӑха (чире, отпуска пула) хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама пултараймасть пулсан, вӗсене, феде­раци саккунӗнче кӑтартнӑ тӗс­лӗх­сем­сӗр пуҫне, Чӑваш Республикин Ми­нистрсен Кабинечӗн Председателӗ пурнӑҫлать.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 
27 №-лӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

3. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑха туса пыраканӑн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне салатса яма, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетсӗр ларӑвне пухмашкӑн ыйтма, Чӑваш Республикин ҫӗ­нӗрен суйланӑ Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш ларӑвне ҫак Конституцире кӑтартнӑ срокран маларах чӗнсе пухма, ҫа­вӑн пекех Чӑваш Республикин Конституцине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен сӗнӳсем тӑратма право ҫук.

(3-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 
27 №-лӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

 

5 сыпӑк. ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛӐХ КАНАШӖ

 

77 статья

1. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Республикинче патшалӑх влаҫӗн саккун кӑларакан чи аслӑ (представительлӗ) яланхи пӗртен-пӗр органӗ пулса тӑрать.

2. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне пилӗк ҫуллӑха суй­лаҫҫӗ.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 5 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

3. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫак Конституцин 78 ста­тйипе палӑртнӑ депутатсен хисепӗн иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗнчен кая мар суйланӑ пулсан вӑл тулли правӑллӑ шутланать.

4. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тата унӑн органӗсене йӗркелемелли, вӗсем ӗҫлемелли никӗссене, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ тата унӑн органӗсем ирттерекен ларусен тулли пра­вӑ­лӑхне федераци саккунӗ, Чӑваш Республикин Конституцийӗ, Чӑваш Республикин саккунӗсем тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Кана­шӗн Регламенчӗ палӑртса параҫҫӗ.

5. Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫланине тӗ­рӗс­лесе тӑма Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Республи­кин Тӗрӗслевпе шутлав палатине йӗркелет, унӑн тытӑмне тата ӗҫ йӗркине Чӑваш Республикин саккунӗ палӑртса парать.

(5-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

78 статья

1. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 44 депутатран тӑрать, вӗсене пурне те тивӗҫ тан тата тӳрӗ суйлав правипе, вӑрттӑн майпа сасӑласа суйлаҫҫӗ.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 5 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене суйламалли йӗркене федераци саккунӗ тата Чӑваш Республикин саккунӗ палӑртса параҫҫӗ.

3. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче яланхи йӗркепе про­фесси шайӗнче ӗҫлекен депутатсен хисепне Чӑваш Республикин саккунӗпе палӑртаҫҫӗ.

(3-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

79 статья

1. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ пӗрремӗш ларӑва, Чӑ­ваш Республикин унчченхи суйлаври Патшалӑх Канашӗн Председате­лӗ кӑларнӑ хушу тӑрӑх, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне суй­­ла­нӑ кунран шутласа икӗ эрнерен кая юлмасӑр пухӑнать, унӑн йышӗн­че депутатсен палӑртнӑ пӗтӗм хисепӗн иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗнчен кая мар пулмалла.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 
27 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патша­лӑх Канашӗн черетсӗр сессине ирттермешкӗн ыйтма, ҫавӑн пекех Чӑ­ваш Республикин ҫӗнӗрен суйланӑ Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш ла­рӑвне ҫак статьян пӗрремӗш пунктӗнчен маларах чӗнсе пухма пултарать.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

3. Чӑваш Республикин ҫӗнӗ суйлаври Патшалӑх Канашӗ ӗҫлеме тытӑннӑ кунран пуҫласа Чӑваш Республикин унчченхи суйлаври Пат­шалӑх Канашӗн полномочийӗсем вӗҫленеҫҫӗ.

(3-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 
27 №-лӗ с
аккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

4. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председательне суйличчен Чӑваш Республикин ҫӗнӗ суйлаври Патшалӑх Канашӗн пӗр­ремӗш ларӑвне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫулӗпе чи ас­лӑ депутачӗ уҫать тата ертсе пырать.

 

80 статья

1. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ татса паракан ыйтусем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ:

1) Чӑваш Республикин Конституцине йышӑнасси, унта улшӑ­ну­семпе хушӑмсем кӗртесси;

2) Чӑваш Республикин саккунӗсене йышӑнасси, йышӑнусем тӑ­васси, вӗсене улшӑнусемпе хушӑмсем кӗртесси;

3) Чӑваш Республикин Конституцине тата Чӑваш Республикин саккунӗсене ӑнлантарса парасси;

4) Чӑваш Республикин администраци-территори тытӑмне тата ӑна улӑштармалли йӗркене палӑртасси;

5) Чӑваш Республикин чиккисене улӑштарас ыйтусене пӑхса тухасси;

6) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тӑратнӑ Чӑваш Республикин республика бюджетне тата ӑна пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчета ҫи­рӗплетесси;

(6-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 
18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ, 
2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ);

7) Чӑваш Республикинче стратегилле планлас ӗҫе пурнӑҫламалли йӗркене палӑртасси;

(7-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 
30-мӗшӗнчи 11 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

8) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавне тата Чӑваш Рес­пуб­ликин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илес ыйтупа сасӑлав ирттерме палӑр­тасси;

(8-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 
24-мӗшӗнчи 37 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

8.1) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Чӑваш Республикин патша­лӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем ҫинчен калакан ҫырӑвне тата Чӑ­ваш Рес­публикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗн ре­зуль­та­чӗ­сем ҫин­чен, ҫав шут­ра Чӑ­ваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ларт­нӑ ый­ту­семпе, ҫулленхи отчетне итлесси;

(Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 27 №-лӗ саккунӗпе 8.1-мӗш ҫум пункт кӗртнӗ, Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

9) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавне палӑртасси;

9.1) Чӑваш Респуб­ликинче Этем прависемпе ӗҫлекен уполно­мо­ченнӑя, Чӑваш Респуб­ликинче Ача прависемпе ӗҫлекен уполно­моченнӑя должноҫа уйӑр­са лартасси тата должноҫран хӑта­расси;

(9.1-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 
2-мӗшӗнчи 53 №-лӗ саккунӗпе хушса хунӑ);

10) Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн членӗсен йышӗн ҫуррине уйӑрса лартасси;

(10-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 
19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ 
саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

11) Чӑваш Республикин референдумне палӑртасси;

12) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ хӑйӗн должноҫӗпе пӗрлех Чӑ­ваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн должноҫне те йышӑнмасть пулсан, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Пред­седательне уйӑрса лартма килӗшӳ парасси;

(12-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

13) Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне шанманни ҫинчен пӗлтересси;

14) Раҫҫей Федерацийӗн Генеральнӑй прокурорӗн Чӑваш Республикин Прокурорӗн должноҫне уйӑрса лартни ҫинчен калакан представленине килӗштересси;

(14-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 
19-мӗшӗнчи 25 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

15) (15-мӗш ҫум пункта кӑларса пӑрахнӑ, 1632-мӗш ҫум пунктсене 1531-мӗш ҫум пунктсем тесе шутлас.  Чӑваш Республикин 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 5 №-лӗ саккунӗ; 33-мӗш ҫум пункта 35-мӗш ҫум пункт тесе шутлас.  Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 
19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ саккунӗ);

15) Чӑваш Республикин саккунӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинче миравай судьясене уйӑрса лартасси;

16) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председательне тата унӑн ҫумӗсене суйласси, вӗсене вырӑнтан кӑларасси;

17) саккун проекчӗсем хатӗрлес ӗҫе туса пыма, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ татса памалли ыйтусемпе йышӑнусен проек­чӗ­сене малтанлӑха пӑхса тухса хатӗрлеме, ҫавӑн пекех тӗрӗслев тивӗ­ҫӗ­сене пурнӑҫлама Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн комите­чӗ­сене йӗркелесси;

18) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн тытӑмне, ӗҫлекенсен йышне тата унӑн ӗҫне-хӗлне тивӗҫтерме тухакан тӑкаксене палӑртса ҫирӗплетесси;

19) Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думинче саккун кӑлармалли пуҫару правине пурнӑҫласси;

20) Чӑваш Республикин Конституцийӗ кӑтартнӑ чухне Чӑваш Рес­публикин Пуҫлӑхӗн полномочийӗсене срокчен пӑрахӑҫлама йышӑ­ну тӑвасси;

(20-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

21) Чӑваш Республикин тивӗҫӗсене Чӑваш Республикин республи­ка бюджечӗ шучӗпе саплама пӑхнӑ договорсем тунине тата пӑра­хӑҫ­ланине ҫирӗплетесси;

22) республика (регион) налукӗсене, ҫавӑн пекех вӗсене пухмалли йӗркесене палӑртса парасси;

(22-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

23) Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене туса хурасси тата хисеплӗ ячӗсене ҫирӗплетесси;

24) федераци саккунӗсемпе палӑртнӑ полномочийӗсен шайӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавне ирттермелли йӗркене палӑртасси;

(24-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 
18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ, 
2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ);

25) Чӑваш Республикин территорисенчи патшалӑхӑн бюджет тулашӗнчи фончӗсене тата вӗсене пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчетсене ҫирӗплетесси;

(Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

26) Чӑваш Республикин патшалӑх харпӑрлӑхне, вӑл шутра хуҫа­лӑх пӗрлешӗвӗсен, юлташлӑхсен тата организаципе право тӗлӗшӗнчен урӑх йышши предприятисен укҫи-тенкин Чӑваш Республики тӳписене (пайсене, акцийӗсене) тытса тӑмалли тата вӗсемпе усӑ курмалли йӗр­кене палӑртса парасси;

27) Чӑваш Республикин чиккисене улӑштарасси ҫинчен тунӑ ки­лӗшӗве ҫирӗплетесси;

28) Чӑваш Республикин саккунӗсене тытса пынине тата пур­нӑҫ­ланине, Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫа кӗртнине, Чӑваш Республикин харпӑрлӑхӗпе усӑ курма ҫирӗплетнӗ йӗрке пур­нӑҫланса пынине тӗрӗслесе тӑрасси;

29) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн нормативлӑ право акчӗсене улшӑнусемпе ху­шӑм­сем кӗртесси е вӗсене пӑрахӑҫласси ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне е Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне сӗнӳсем тӑра­тасси, ҫавӑн пекех асӑннӑ актсем пирки суда жалоба парасси е, ҫи­рӗплетнӗ йӗркепе, асӑннӑ нормативлӑ право акчӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе килӗшсе тӑни пирки Раҫҫей Федерацийӗн Конституци Судне ыйту тӑратасси;

(29-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

30) Чӑваш Республикин Тӗрӗслевпе шутлав палатин председательне, председателӗн ҫумне тата аудиторӗсене уйӑр­са лартасси;

(30-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2011ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

31) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ сӗннӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин саккунӗпе Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗсен тытӑмне палӑртасси;

(31-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 
19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ,
 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ, 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 47 №-лӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗсаккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ);

32) Чӑваш Республикин судьясен квалификаци коллегине общественность представителӗсене уйӑрса лартасси;

(Чӑваш Республикин 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 5 №-лӗ саккунӗпе 32-мӗш ҫум пункт кӗртнӗ);

33) Чӑваш Республикин Адвокат палати ҫумӗнчи квалификаци ко­миссине представительсем уйӑрса лартасси;

(Чӑваш Республикин 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 5 №-лӗ саккунӗпе 33-мӗш ҫум пункт кӗртнӗ);

34) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ сӗннипе пӗрле пӑхса тухмал­ли ыйтусемпе полномочисем ҫинчен патшалӑхӑн федерацин органӗ­семпе тунӑ договор проектне ырласси (пӑрахӑҫласси);

(Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ саккунӗпе 34-мӗш ҫум пункт кӗртнӗ, Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

35) Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ, федераци саккунӗсем, ҫак Конституци тата Чӑваш Республикин саккунӗсем ҫирӗплетнӗ ытти пол­номочисене пурнӑҫласси.

2. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ саккунсене депутатсен палӑртнӑ пӗтӗм хисепӗн ҫурри ытла вӗсем майлӑ сасӑласан, Чӑваш Республикин Конституцине тата унта кӗртмелли улшӑнусене тата ху­шӑмсене вара депутатсен палӑртнӑ пӗтӗм хисепӗн иккӗ виҫҫӗмӗш пай­ӗнчен кая мар сасӑласан йышӑнать.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 
27 №-лӗ 
саккунӗпе улшӑнукӗртнӗ).

3. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн йышӑнӑвӗсене, федераци саккунӗпе урӑххине па­лӑрт­ман пулсан, суйланӑ депутатсен хисепӗн ытларахӑшӗ сасӑласан йышӑнаҫҫӗ те 5 кунтан вӑраха ямасӑр Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне ярса параҫҫӗ.

(3-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 3 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

 

81 статья

1. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн полномочийӗсене ҫа­кӑн чухне срокчен чарса лартма пултараҫҫӗ:

1) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ хӑйне салатса яма йышӑнсан;

2) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патша­лӑх Канашне ҫак статьян 2-мӗш тата 3-мӗш пункчӗсенче пӑхнӑ сӑл­тав­семпе салатса янӑ пулсан;

(1-мӗш пунктӑн 2-мӗш ҫум пунктне Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 27 №-лӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусемкӗртнӗ);

3) Чӑваш Республикин Аслӑ Сучӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен хальхи йышӗн, вӑл шутра депутатсем хӑйсен полномочийӗсене пурнӑҫлама килӗшмен пирки, тулли правӑлӑх ҫукки ҫинчен тунӑ йышӑну вӑя кӗнӗ пулсан;

4) федераци саккунӗпе палӑртнӑ ытти сӑлтавсем пулсан.

(Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ саккунӗпе 4-мӗш ҫум пункт кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ йышӑннӑ Чӑваш Республикин Конституцийӗ тата Чӑваш Республикин саккунӗ е урӑх нор­мативлӑ право акчӗ Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине, Раҫҫей Федерацийӗ татса паракан ыйтусемпе, Раҫҫей Федерацийӗ тата Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсем татса паракан ыйтусемпе кӑларнӑ федераци саккунӗсене, Чӑваш Республикин Конституцине хирӗҫлеҫҫӗ пулсан, ҫак хирӗҫлӗхсене тивӗҫлӗ суд тупса палӑртсан, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ вара суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗнӗ кунран шутласа ултӑ уйӑх хушшинче вӗсене сирмен пулсан Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн полномочийӗсене срокчен чарса лартасси ҫинчен йышӑну тума пултарать.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

3. Енчен те тулли пра­вӑллӑ йышпа суйланӑ Чӑваш Рес­пуб­ликин Патшалӑх Канашӗ виҫӗ уйӑх хуш­шинче пӗр лару та ирт­терменнине тивӗҫлӗ судӑн вӑя кӗнӗ йышӑнӑвӗпе палӑртсанЧӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн полномочийӗсене срокчен чарса лартасси ҫинчен йы­шӑну тума пултарать.

Енчен те тивӗҫлӗ судӑн вӑя кӗнӗ йышӑнӑвӗпе Чӑваш Рес­пуб­ли­кин Патшалӑх Канашӗӑна суйланӑ кунран пуҫласа виҫӗ уйӑх хушшинче тулли правӑллӑ йышпа лару ирттерменнине палӑртсан Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тулли правӑллӑ йышпа ҫӗнӗрен суй­ланӑ Чӑ­ваш Рес­публикин патшалӑх влаҫӗн асӑннӑ органӗн полномо­чийӗсене срокчен чарса лартасси ҫинчен йы­шӑну тума пултарать.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тивӗҫлӗ судӑн йышӑнӑвӗ вӑя кӗ­нӗ кунран пуҫласа виҫӗ уйӑх хушшинче Чӑваш Рес­пуб­ликин Пат­шалӑх Канашӗн полномочийӗсене срокчен чарса лар­тасси ҫин­ченйышӑну ту­ма пултарать.

(Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 27 №-лӗ саккунӗпе 3-мӗш пункткӗртнӗ, Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

82 статья

1. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патша­лӑх Канашӗн полномочийӗсене срокчен чарса лартма йышӑнсан ҫавӑн ҫинчен указ кӑларать.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн полномочийӗсене срок­чен чарса лартнӑ пулсан Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетсӗр суйлавне ирттерме палӑртаҫҫӗ. Ҫав суйлава федераци сакку­нӗсем тата Чӑваш Республикин саккунӗсем палӑртнӑ сроксенче ирт­тереҫҫӗ.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 5 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

83 статья

1. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ:

1) Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗсене ертсе пырать тата унӑн шалти ӗҫ йӗркине тытса пырать;

2) Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен саккун кӑларакан (представительлӗ) органӗсемпе калаҫусем ирттерет тата вӗсемпе тунӑ килӗшӳсене алӑ пусса ҫирӗплетет;

3) республикӑра тата унӑн тулашӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ячӗпе ӗҫлет;

4) (4-мӗш ҫум пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ. – Чӑваш Республикин 
2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗ);

5) федераци саккунӗсем, Чӑваш Республикин Конституцийӗ, Чӑ­ваш Республикин саккунӗсем тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Регламенчӗ кӑтартса панӑ ытти полномочисене пурнӑҫлать.

(Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ саккунӗпе 5-мӗш ҫум пункт кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председательне Чӑ­ваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен йышӗнчен, депутат­сен палӑртнӑ пӗтӗм хисепӗн ытларахӑшӗ сасӑласан, Чӑваш Респуб­ликин Патшалӑх Канашӗн полномочи вӑхӑчӗлӗх суйлаҫҫӗ.

 

84 статья

1. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне Раҫҫей Фе­дерацийӗн 21 ҫула ҫитнӗ, суйлава хутшӑнма право пур гражданинӗ суйланма пултарать.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 27 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ хӑйӗн полномочийӗсен срокӗ тӑршшӗнче федераци саккунӗсемпе килӗшӳллӗн депутат статусӗпе ҫыхӑнман ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама тата йышӑнма пултараймасть.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 
19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

3. Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсенче урӑхла пӑхман пулсан, Чӑваш Рес­публикин Патшалӑх Канашӗн хӑйӗн полномочийӗсене ялан професси шайӗнче пурнӑҫлакан депутачӗ вӗрентӳ, ӑслӑлӑх ӗҫӗсӗр тата ытти йышши пултарулӑх ӗҫӗсӗр пуҫне тӳлевлӗ урӑх ӗҫре ӗҫлеме пултарай­масть.

(3-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 
27-мӗшӗнчи 5 №-лӗ, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 3 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

4. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ хӑйӗн стату­сӗпе депутат полномочийӗсене пурнӑҫлассипе ҫыхӑнман ӗҫре усӑ курма пултараймасть.

5. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хӑйсен полномочийӗсен пӗтӗм вӑхӑтӗнче никам тӗкӗнме юраман ҫын шутланаҫҫӗ, ҫакна федераци саккунӗ гарантилет.

 

85 статья

1. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче саккун кӑлармалли пуҫару тума Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн комитечӗсен, муниципалитет пӗрлӗхӗсен представительлӗ орга­нӗ­сен право пур. Ҫавӑн пекех, хӑйсем пӑхакан ыйтусемпе, Чӑваш Республикин Аслӑ Сучӗн, Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗн, Чӑваш Республикин Прокурорӗн саккун кӑларма пуҫару тумалли право пур.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 
19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ, 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 47 №-лӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тӑратнӑ саккунсен проекчӗсене, вӑл сӗннӗ тӑрӑх, пуринчен малтан пӑхса тухаҫҫӗ.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

3. Ҫӗнӗ налуксем кӗртесси е налуксене пӑрахӑҫласси, вӗсене тӳ­лесрен хӑтарасси ҫинчен, Чӑваш Республикин укҫа-тенкӗ обязательствисене улӑштарасси ҫинчен калакан саккунсен проекчӗсене, тӑ­как­сене Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчи укҫа-тенкӗпе саплама палӑртакан ытти саккунсен проекчӗсене Чӑваш Республикин Пат­шалӑх Канашӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тӑратнипе е вӑл пӗ­тӗмлетӳ панипе пӑхса тухать. Ҫак пӗтӗмлетӗве саккун проекчӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ патне ҫитнӗ кунран шутласа пӗр уйӑхран вӑраха ямасӑр Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫитерсе памалла.

(3-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

86 статья

1. Чӑваш Республикин саккунне йышӑнсан ӑна пилӗк кун хушшинче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне алӑ пусса ҫирӗплетме тата халӑха пӗлтерме ярса параҫҫӗ.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин саккунне ҫитерсе панӑ хыҫҫӑн Чӑваш Рес­публикин Пуҫлӑхӗ ӑна вун тӑватӑ кун хушшинче алӑ пусса ҫирӗп­летет тата пичетлесе кӑларса халӑха пӗлтерет.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

3. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ саккуна ҫитерсе панӑ хыҫҫӑн вун тӑватӑ кун хушшинче ӑна сирсе ярать пулсан Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ, ҫирӗплетнӗ йӗркепе, ҫав саккуна ҫӗнӗрен пӑх­са тухать. Иккӗмӗш хут пӑхса тухнӑ чухне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен палӑртнӑ пӗтӗм хисепӗн иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗнчен кая мар ытларахӑшӗ саккуна малтанхинчен улӑш­тар­ма­сӑ­рах ырлас пулсан Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ӑна иккӗмӗш хут сирсе яма пултараймасть, вара ҫитерсе панӑ кунран шутласа ҫичӗ кун хуш­шинче саккуна алӑ пусса ҫирӗплетмелле те пичетлесе кӑлармалла.

(3-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

4. Чӑваш Республикин Конституцийӗ тата Чӑваш Республикин саккунӗсем вӗсене официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ хыҫҫӑн вӑя кӗреҫҫӗ. Чӑваш Республикин этем, гражданин прависемпе ирӗклӗ­хӗ­сене хӳтӗлес ыйтусемпе кӑларнӑ саккунӗсемпе ытти нормативлӑ право акчӗсем вӗсене официаллӑ майпа пичетлесе кӑларнӑ хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен кӑна вӑя кӗреҫҫӗ.

 

6 сыпӑк. ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН МИНИСТРСЕН КАБИНЕЧӖ

 

87 статья

1. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ Чӑваш Республикинчи патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан чи аслӑ яланхи органӗ пулса тӑрать.

2. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ Раҫҫей Федераци­йӗн Конституцине, федераци саккунӗсене тата Раҫҫей Федерацийӗн ыт­ти нормативлӑ право акчӗсене, Чӑваш Республикин Конституцине, Чӑваш Республикин саккунӗсене тата ытти нормативлӑ право акчӗ­се­не пурнӑҫлама майсем туса парать.

3. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ килӗшнипе, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ уйӑрса лартать. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн кандидатури пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫне кӗнӗ хыҫҫӑн е Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн 20 кунран кая юлмасӑр Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне сӗнӳ тӑратать. Тӑратнӑ кандидата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ сирсе ярсан Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ 15 кунран вӑраха ямасӑр Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне калаҫса килӗшме ҫӗнӗ кандидатура тӑратать. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Рес­публикин Пуҫлӑхӗ тӑратнӑ кандидатурӑна 14 кун хушшинче пӑхса тухать.

(3-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 
19 №-лӗ, 
2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

4. Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе, федераци саккунӗсемпе, Чӑваш Республикин Конституцийӗпе, Чӑваш Республикин саккунӗ­сем­пе, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑ­ваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене палӑр­тать, унӑн ӗҫне йӗркелет.

(4-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

5. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ е вӑл шанса янӑ ҫынсем Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн тата унӑн органӗсен ларӑвӗсене канашлакан сасӑ правипе хутшӑнма пултараҫҫӗ.

 

88 статья

1. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ:

1) Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине комп­лекс­лӑ аталантарас тӗллевпе мерӑсем хатӗрлет тата пурнӑҫласа пырать;

2) укҫа-тенкӗ, ӑслӑлӑх, вӗрентӳ, культура, сывлӑх сыхлавӗ, физкультурӑпа спорт, социаллӑ пулӑшу, ҫул ҫӳрев хӑруш­сӑрлӑхӗ тата экологи тӗлӗшӗпе пӗр-пӗтӗм патшалӑх политики тытса пымалла тӑвать;

(2-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 
6-мӗшӗнчи 3 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

3) хӑйӗн полномочийӗсен шайӗнче этем, гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене пурнӑҫлас, тивӗҫтерес тата вӗсене хӳтӗлес, харпӑрлӑха тата обществӑри йӗркелӗхе сыхлас, терроризмпа тата экстре­мизмпа, преступлени тунисемпе кӗрешес енӗпе мӗн кирлине тӑвать;

(3-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 
28-мӗшӗнчи 27 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

4) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патша­лӑх Канашне тӑратмашкӑн Чӑваш Республикин республика бюджечӗн проектне хатӗрлет;

(4-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхиавӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ, 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 11 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ);

4.1) Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ тытса пыракан ыйтусем енӗпе стратегилле планлас ӗҫ докуменчӗсене туса хатӗрлемелли тата вӗсене тӳрлетӳсем кӗртмелли йӗркене палӑртать тата ҫавнашкал документсене ҫирӗплетет (ырласа йышӑнать);

(Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 11 №-лӗ саккунӗпе 4.1-мӗш ҫум пункт кӗртнӗ);

5) Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫлассине тивӗҫ­терет тата асӑннӑ бюджета пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчета, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин патшалӑх программисене пурнӑҫлани тата вӗсен тухӑҫ­лӑхне хак пани ҫинчен калакан ҫулталӑкри пӗрлештернӗ доклада Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тӑратма 
туса хатӗрлет;

(5-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ, 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 11 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ);

6) Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин патшалӑх харпӑрлӑхне тытса унпа усӑ курать, ҫавӑн пекех, федераци саккунӗсемпе тата Раҫҫей Федерацийӗн ытти нормативлӑ право акчӗсемпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Республикине пӑхма панӑ федераци пурлӑхне тытса тӑрать;

7) Чӑваш Республикин ҫӗнӗ налукӗсене кӗртесси е налуксене пӑрахӑҫласси, вӗсене тӳлесрен хӑтарасси ҫинчен, патшалӑх заемӗсем кӑларасси, Чӑваш Республикин укҫа-тенкӗ обязательствисене улӑш­та­расси ҫинчен калакан саккунӗсен тата тӑкаксене федераци бюджечӗпе Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчи укҫа-тенкӗрен саплама палӑртакан ытти саккунсен проекчӗсем пирки, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ хушнипе, пӗтӗмлетӳсем парать;

(7-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ);

8) (8-мӗш ҫум пункта кӑларса пӑрахнӑ. – Чӑваш Республикин 
2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ саккунӗ);

9) вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ ӗҫӗнчи е урӑх должноҫри ҫынни кӑларнӑ право акчӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине, федераци саккунӗсене тата Раҫҫей Федерацийӗн ытти нормативлӑ право акчӗсене, Чӑваш Республикин Конституцине, Чӑваш Республикин саккунӗсене тата ытти нормативлӑ право акчӗсене хирӗҫлеҫҫӗ пулсан Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ вӗсене ҫав асӑннӑ актсене Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗ­сем­пе килӗштермешкӗн сӗнме, ҫавӑн пекех асӑннӑ актсем пирки суда жа­лоба пама пултарать;

9.1) регионти патшалӑх тӗрӗслевне (надзорне) пурнӑҫлама пол­номочи панӑ Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органӗсене палӑртать, вӗсен йӗркелӳ тытӑмне, полномочийӗсене, ӗҫ-хӗлне тата ӗҫӗ-хӗлӗн йӗркине ҫирӗплетет тата асӑннӑ Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органӗсен должноҫри ҫыннисен переченьне тата вӗсен полномочийӗсене палӑртать;

(Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе 9.1-мӗш ҫум пункт кӗртнӗ);

9.2) федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсен уйрӑм полномочийӗсене Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен ӗҫ тӑвакан власть органӗсене федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн парас ӗҫе палӑртса хунӑ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн нормативлӑ право акчӗсемпе тата Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин нормативлӑ право акчӗсемпе палӑртса хӑйне шанса панӑ полномочисене пурнӑҫлать;

(Чӑваш Республикин 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 25 №-лӗ саккунӗпе 9.2-мӗш ҫум пункт кӗртнӗ).

10) Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ, федераци саккунӗсем, Чӑ­ваш Республикин Конституцийӗ, Чӑваш Республикин саккунӗсем, Чӑ­ваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗсем, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн 78 статйипе килӗшӳллӗн федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсемпе тунӑ килӗшӳсем палӑртса панӑ ытти полномочисене пурнӑҫлать.

(10-мӗш ҫум пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2. Ҫак Конституципе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне йӗркелемелли тата вӑл ӗҫлемелли никӗссене Чӑваш Республикин саккунӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ.

 

89 статья

1. Федераци саккунӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн нор­мативлӑ право акчӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин йышӑ­нӑвӗсене, Чӑваш Республикин саккунӗсене, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗсемпе хушӑвӗсене пурнӑҫласа, Чӑваш Республикин Ми­нистрсен Кабинечӗ йышӑнусем тӑвать тата хушусем кӑларать.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗсемпе ху­шӑвӗсене Чӑваш Республикин пӗтӗм территорийӗнче пурте пурнӑҫ­ла­ма тивӗҫ.

3. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗсемпе ху­шӑвӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине, федераци саккунӗсене, Раҫ­ҫей Федерацийӗн Президенчӗн указӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Прави­тельствин йышӑнӑвӗсене, Чӑваш Республикин Конституцине, Чӑ­ваш Республикин саккунӗсене, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗ­сем­пе хушӑвӗсене хирӗҫлени пулмалла мар.

(3-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

4. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗсемпе ху­шӑвӗсене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ пӑрахӑҫлама пултарать.

(4-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

5. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ нормативлӑ право акчӗсене йышӑннӑ хыҫҫӑн 5 кунран вӑраха ямасӑр вӗсене Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ярса параҫҫӗ.

 

90 статья

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн хӑйӗн тивӗҫӗсен шай­ӗнче Чӑваш Республикин министерствисен тата ӗҫ тӑвакан влаҫӑн ытти органӗсен акчӗсене чарса лартма е пӑрахӑҫлама право пур.

(Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

91 статья

1. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн полномочи вӑхӑчӗ вӗҫленсен тата федераци сакку­нӗпе палӑртнӑ ытти сӑлтавсемпе отставкӑна тухать.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 
18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ отставкӑна пама пул­тарать, ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ йышӑнма е сирсе яма пул­тарать.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

3. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне отставкӑна ярасси ҫинчен йышӑну тума пултарать.

(3-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

4. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Республикин Ми­нистрсен Кабинечӗн Председательне шанманни ҫинчен пӗлтерме пултарать.

5. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне шанманни ҫинчен йышӑну тума Чӑваш Респуб­ли­кин Патшалӑх Канашӗн суйланнӑ депутачӗсен пӗтӗм хисепӗнчен ытларахӑшӗ сасӑлани кир­лӗ.

(5-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

6. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне шанманни ҫинчен пӗлтернӗ хыҫ­ҫӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне ӗҫрен хӑтарма е Чӑваш Республикин Пат­шалӑх Канашӗн йышӑнӑвне хирӗҫлеме пултарать. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ виҫӗ уйӑх хушшинче тепӗр хут Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне шанманни ҫинчен пӗлтер­сен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне должноҫран кӑларать. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫакӑн пек йышӑнсан Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ пӗтӗмӗшпе отставкӑна тухать.

(6-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

7. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ отставкӑна тухас пулсан вӑл Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ҫӗнӗ йышне йӗркеличчен ӗҫлесе пырать.

(7-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

7 сыпӑк.    ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ СУД ВЛАҪӖ ТАТА ПРОКУРАТУРА

(7 сыпӑк ятне Чӑваш Республикин 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи 34 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

92 статья

1. Суд ӗҫне Чӑваш Республикинче суд кӑна туса пыма пултарать.

2. Пӗтӗмӗшле юрисдикци сучӗсенче суд ӗҫне тата ӗҫ хучӗсене ҫырас ӗҫе вырӑс чӗлхипе е чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе туса пыраҫ­ҫӗ. Арбитраж судӗнче вара ку ӗҫе вырӑс чӗлхипе тӑваҫҫӗ.

 

93 статья

1. Чӑваш Республикинче суд тытӑмне Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе тата федерацин конституци саккунӗпе килӗшӳллӗн йӗр­ке­леҫҫӗ. Чӑваш Республикин саккунӗпе килӗшӳллӗн миравай судьясене уйӑрса лартаҫҫӗ.

2. Судьясем никама та пӑхӑнмаҫҫӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ тата саккун кӑтартнӑ тӑрӑх ӗҫлеҫҫӗ.

 

94 статья

Федераци сучӗсен тытӑмне, полномочийӗсене, йӗркелӗвне, вӗсен ӗҫ йӗркине федерацин конституци саккунӗ, миравай судьясем тӗлӗш­пе вара, Чӑваш Республикин полномочийӗсен шайӗнче, Чӑваш Республикин Конституцийӗ тата Чӑваш Республикин саккунӗсем палӑрт­са параҫҫӗ.

 

95 статья

1. Чӑваш Республикин прокуратури Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине пурнӑҫланине тата саккунсене тытса пынине асӑрхаса тӑ­рать, федераци саккунӗсенче кӑтартнӑ ытти функцисене пурнӑҫлать.

2. Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Прокурорне Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Раҫҫей Федерацийӗн 
Генеральнӑй прокурорӗн сӗнӗвӗпе (ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗпе килӗштереҫҫӗ) должноҫа уйӑрса лартать.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ, 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи 34 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ).

3. Районсемпе хуласен прокурорӗсене Раҫҫей Федерацийӗн Генеральнӑй прокурорӗ должноҫа лартать тата должноҫран хӑтарать.

 

8 сыпӑк. ВЫРӐНТИ ХӐЙ ТЫТӐМЛӐХ

 

96 статья

1. Чӑваш Республикин территорийӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пулмаллине йышӑнаҫҫӗ тата гарантилеҫҫӗ.

2. Граждансем вырӑнти хӑй тытӑмлӑха референдум, суйлав ирт­тернипе тата хӑйсен ирӗкне тӳррӗн палӑртмалли ытти мелсемпе, ҫавӑн пекех суйлавлӑ органсем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн должноҫри ҫыннисем урлӑ пурнӑҫлаҫҫӗ.

3. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем Чӑваш Республикин патша­лӑх влаҫӗн органӗсен системине кӗмеҫҫӗ.

4. Муниципалитет пӗрлӗхӗн чиккисене тивӗҫлӗ территорири халӑх шухӑш-кӑмӑлне шута илсе кӑна улӑштарма пултараҫҫӗ.

 

97 статья

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх, федераци саккунӗпе тата Чӑваш Респуб­ликин саккунӗпе килӗшӳллӗн, вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене вырӑнти халӑха хӑй тӗллӗн, истори тата йӑла-йӗрке уйрӑмлӑхсене шута илсе татса пама кирлӗ майсем туса парать.

 

98 статья

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тата вӗсен должноҫри ҫыннисен полномочийӗсене, йӗркелӗвне, ӗҫ мелӗсене федераци саккунӗсем тата Чӑваш Республикин саккунӗсем палӑртса параҫҫӗ.

 

99 статья

1. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем харпӑр хӑй тӗллӗн муниципалитет харпӑрлӑхне тытса пыраҫҫӗ, вырӑнти бюджета хатӗрлеҫҫӗ, ҫи­рӗплетеҫҫӗ тата пурнӑҫлаҫҫӗ, вырӑнти налуксене ҫирӗп­ле­теҫҫӗ, обществӑри йӗркелӗхе сыхлаҫҫӗ тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ытти ыйтусене татса параҫҫӗ.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 37 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин саккунӗпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх орга­нӗсене патшалӑх полномочийӗсене хӑшне-пӗрне шанса пама пултараҫ­ҫӗ, ун пек чухне вӗсене ҫав полномочисене пурнӑҫлама кирлӗ пур­лӑх­па укҫа-тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Шанса панӑ полномочисене пур­нӑҫ­ла­ни­не Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

 

100 статья

Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн ҫакӑн пек право гарантийӗсем пур: судра хӳтӗленме, Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем тунӑ йышӑнусене пула тухнӑ хушма тӑкаксене саплаштарма, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ тата федераци саккунӗсем ҫирӗплетнӗ прависене пӳлсе чакарнине чарма.

 

9 сыпӑк.  КОНСТИТУЦИЕ УЛШӐНУСЕМ ТАТА ХУШӐМСЕМ КӖРТЕССИ

 

101 статья

1. Чӑваш Республикин Конституцине улшӑнусемпе хушӑмсем кӗр­тесси ҫинчен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депута­чӗ­сен ушкӑнӗ – депутатсен палӑртнӑ пӗтӗм хисепӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗнчен кая мар – сӗнӳсем пама пултараҫҫӗ.

(1-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 
13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

2. Чӑваш Республикин Конституцине Чӑваш Республикин сакку­нӗпе улшӑнусем тата хушӑмсем кӗртеҫҫӗ, ку саккуна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен палӑртнӑ пӗтӗм хисепӗн иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗнчен кая мар майлӑ сасӑласан йышӑнать.

(2-мӗш пункта Чӑваш Республикин 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 
27-мӗшӗнчи 5 №-лӗ саккунӗпе улшӑну кӗртнӗ).

 

10 сыпӑк.    ПӖТӖМЛЕТӲЛЛӖ ТАТА КУҪӐМЛӐ ПОЛОЖЕНИСЕМ

 

102 статья

Чӑваш Республикин Конституцине Чӑваш Республикин сакку­нӗпе вӑя кӗртеҫҫӗ.

Ҫак Конституци вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн, ҫавӑнпа пӗр вӑхӑтрах Чӑваш Республикин 1978 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче йышӑннӑ Конституцийӗ (Тӗп Саккунӗ), унта каярахпа кӗртнӗ улшӑнусемпе хушӑмсем вӑйран тухаҫҫӗ.

 

103 статья

Чӑваш Республикин ҫак Конституцийӗ вӑя кӗриччен вӑйра тӑнӑ саккунсемпе, право акчӗсемпе вӗсем Чӑваш Республикин Конституцине хирӗҫлемен пайӗ таран усӑ кураҫҫӗ.

 

104 статья

Чӑваш Республикин Конституцийӗпе (Тӗп Саккунӗпе) килӗшӳл­лӗн суйланӑ Чӑваш Республикин Президенчӗ тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫак Конституци вӑя кӗнӗ кунран пуҫласа вӑл па­лӑрт­са панӑ полномочисене хӑйсене суйланӑ срок тухиччен пур­нӑҫ­лаҫҫӗ.

 

105 статья

Ҫак Конституци вӑя кӗнӗ кунран пуҫласа Чӑваш Республикин Конституцийӗ "Тӗп Саккунӗ" Чӑваш Республикин Министрсен Кабине­чӗ – Чӑваш Республикин Правительстви валли палӑртса панӑ пра­вӑсем, тивӗҫсем тата яваплӑх Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫине куҫаҫҫӗ, малашне вӑл Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ятлӑ пулать.

 

 


Чӑваш Республикин Конституцийӗ

 

1 сыпӑк.

Чӑваш Республикин Конституци йӗркин никӗсӗсем………...

2 сыпӑк.

Этемӗн тата гражданинӑн прависемпе ирӗклӗхӗсене хӳтӗлесси………………………………………………………..........

 

 

3 сыпӑк.

Чӑваш Республикин Раҫҫей Федерацийӗн йышӗнчи 
статусӗ………………………………………………………............

 

 

4 сыпӑк.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ………………………………….......

5 сыпӑк.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ……………………......

6 сыпӑк.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ……………….......

7 сыпӑк.

Чӑваш Республикинчи суд влаҫӗ тата прокуратура ………..

8 сыпӑк.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх………………………………………......

9 сыпӑк.

Конституцие улшӑнусем тата хушӑмсем кӗртесси.…………

10 сыпӑк.

Пӗтӗмлетӳллӗ тата куҫӑмлӑ положенисем.…………………..

 

Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter