Герб

Чăваш Республикин патшалăх Гербне геральдика щичĕ сăнлать, ун çинче чăваш çĕрĕ çинче ÿсекен "Пурнăç йывăçне" куратпăр. "Пурнăç йывăçĕ" - чăваш халăхĕ хыçа хăварнă вăрăм истори çулĕн палли. Йывăçăн тата аялти çурма ункăн тĕттĕм хĕрлĕ тĕсĕ халăх ĕмĕртенпех ирĕкелле ăнтăлнине палăртать, çакă ăна хăйĕн йăлисене, хăйне евĕрлĕхне упраса хăварма май панă. Çутă сарă тĕс - çĕр çинче пурне те пурнăç парнелекен Хĕвел тĕсĕ. Чăваш халăхĕ сарă тĕсе мĕн пур тĕс хушшинче чи хитри вырăнне хурать. Геральдика щичĕ çийĕн 8 кĕтеслĕ виçĕ çăлтăр вырнаçнă. 8 кĕтеслĕ çăлтăр - чăваш эрешĕн чи анлă сарăлнă пайĕсенчен пĕри, вăл илемпе аталану шайне кăтартать. Çурма ункă вĕçĕсенчи еврлесе ÿкернĕ хăмла - чăваш халăхĕн тата Республикăн йăлана кĕнĕ пуянлăхĕ - "симĕс ылтăн". Киев кнеçĕ Владимир Атăлçи Пăлхарпа 985 çулта тунă пĕрремĕш Килĕшÿрех çапла каланă: "Хăçан та хăçан чул шывра путмĕ, хăмла путма пуçлĕ - çавăн чух пирĕн хушăра килĕшÿ пулмĕ" /Повесть временных лет/.

Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter