Гимн
И.Тукташ сăмахĕсем
Г. Лебедев кĕвви
Чăваш Республикин патшалăх гимнĕн чăвашла тексчĕ сăнарсен виçĕ ушкăнне тĕпе хурать:
çут çанталăк вăранса чĕрĕлни; тăвансем, атте, анне, ачисем – çемье ушкăнĕ;
мĕн пуртăван "чăваш тĕнчинче" – Чăваш Республикинче – пĕрлешни, çураçни.
Гимн кĕввипе сăмахĕсем чăваш халăх юррине питĕ çывăх, анчах вĕсен çĕнĕ янăравĕпе пĕлтерĕшĕ те пур.
ТĂВАН ÇĔРШЫВ
Музыки Г.Лебедеван
Савви И.Тукташан
Çурхи тĕнче вăраннă чух:
Хаваслă кун шăраннă чух,
Чун савăнать, чĕре сикет,
Çĕршывăм çинчен юрлас килет.
Хушса юрламалли:
Тăван çĕршыв,
Тăван çĕршыв,
Асран кайми
Юратнă çĕршыв,
Тăван çĕршыв,
Тăван çĕршыв,
Мухтав сана,
Çуралнă çĕршыв!
Яшсем-хĕрсем вылянă чух,
Атте-анне ăс панă чух,
Чун савăнать, чĕре сикет,
Татах та нумай пурнас килет.
Хушса юрламалли:
Тăвансемпе пĕрлешнĕ чух,
Чăваш тĕнчи çĕкленнĕ чух,
Чун савăнать, чĕре сикет,
Татах та хастар пулас килет.
Хушса юрламалли: