Ялав

Чăваш Республикин патшалăх Ялавне енĕсем 5:8 шайлашуллă тÿрĕ кĕтеслĕ пусма сăнлать. Патшалăх гербĕн тĕп эмблеми - "Пурнăç йывăçĕ" - чăваш халăхĕ хыçа хăварнă вăрăм истори çулĕн палли. Тĕттĕм хĕрлĕ тĕс халăх ĕмĕртенпех ирĕкелле ăнтăлнине палăртать. çакă ăна хăйĕн йăлисене, хăйне евĕрлĕхне упраса хăварма май панă. Çутă сарă тĕс - çĕр çинче пурне те пурнăç парнелекен Хĕвел тĕсĕ. 8 кĕтеслĕ çăлтăр - чăваш эрешĕн чи анлă сарăлнă пайĕсенчен пĕри, вăл илемпе аталану шайне кăтартать. 

Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter